Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула - çĕнĕ автобус

06 февраля 2018 г.

Çак чыс Хирти Пикшикри вăтам шкула тивĕçнĕ. Çĕнĕ автобус уççине И. Камалетдинов шкул директорне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев панă.

Çак сăлтавпа И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ умĕнче иртнĕ сумлă мероприятие халăх йышлă пухăннă. Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе региона 35 автобус килнĕ. Субъектсене вĕсене "Вĕренĕве аталантарас" патшалăх программипе килĕшỹллĕн панă.

Регион Пуçлăхĕ М. Игнатьев çак ĕçе Раççей Президенчĕ В. Путин пуçарăвне тĕпе хурса йĕркеленине асăннă. Раççей Правительстви, Чăваш Ен ертỹлĕхĕ ачасене шкула çỹреме условисем лайăх пулччăр тесе сахал мар тăрăшать. Патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать те вăл.

Техникăна çĕнетме республика хыснине çулсерен укçа-тенкĕ хывса хăвараççĕ. Кăçал çак тĕллевпе 16 млн тенкĕ уйăрнă тата тăхăр автобус туянма плана кĕртнĕ-мĕн.

Хальхи вăхăтра республика шкулĕсенче 341 техника. Вăл шутра пирĕн районти 22 автобус 36 ялтан шкулсене ачасене турттарать.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика