06 февраля 2018 г.
Каçран çил-тăман вĕçтерсе хапха умне хỹсе хунă юра ирпе ирех тухса хырчĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Бородкин. Пахчана лартнисене те пĕр йĕрпе купаласа тухрĕ. Тата вĕçтерес пулсан юр тытăнса юлтăр терĕ. Çуллахи вăхăтра çумăр шывне те пуçтарма ỹркенмест вăл. 10 тоннăллă пичкене чăмпах тултарать. Кайран вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пахча-çимĕçе шăварма усă курать. Пусси те çителĕклех. Вăл хуçалăхра 3 таранах.
- Курнă-и, эсир, хăш-пĕр ют çĕршывра выльăх тислĕкне те сая ямаççĕ. Унăн шĕвекĕпе усă курса пахчана сапаççĕ. Эпир вара гербицид çине куçнă. Пушă вăхăтăм çителĕклех. Çавăнпа ỹркенместĕп. Тепĕр чухне укçа çинче утса çỹретпĕр мар-и?- тет хăйне мĕнле ыйту парассине сиссе Николай Александрович. Çавăнпа унăн хăярĕ, помидорĕ, ыхри, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕ, кишĕрĕ, суханĕ... çулленех тухăçлă çитĕнет. Улма йывăççисен турачĕсем те, çырла тĕмĕсем те авăнса лараççĕ.
Ашшĕнчен 12 çулта тăлăха юлнăскер пурнăç лавне туртма ачанарах хăнăхнă вăл. Шкулта вĕреннĕ чухнех колхоз ĕçне хутшăннă. Тракторист удостоверенине илнĕ чухне вара суйса çулне шултăралатма та тивнĕ. Кайран плугаре кỹлĕннĕ. А. Лепешкин механизатор ăна канашпа та, ĕçпе те пулăшса пынă.
Çар служби те техникăпа çыхăннă унăн. Украинăра танк çарĕсенче тăнă Николай Александрович. Каярахпа "Герой" колхозра водительте ĕçленĕ. Комсомол путевкипе Тутарстанри Çырчалли (Набережные Челны) хулине çитнĕ. Çакăнтах вăхăтлăха тĕпленнĕ. 37 çул "Камдорстрой" трестра водительте ĕçленĕ. Хусан аэропортĕнчи самолетсем вĕçсе хăпармалли тата анса лармалли вырăнĕсене тунă çĕре хутшăннă. "Бегишево" аэропортне тунă çĕрте те тỹпи пур унăн. Республика тата хула шайĕнчи Çырчалли (Набережные Челны), Анат Кама (Нижнекамск), Елабуга çулĕсене тума хутшăннă ентеш.
Мĕн хушнине кăмăлтан пурнăçланă. Техника пĕр кăлтăксăр ĕçлемест. Çĕмĕрĕлсен çĕр каçипе юсани те сахал мар пулнă. Тепĕр чухне ĕçре те пĕрер смена çеç мар, ытларах та вăй хунă.
- Мăшăрăмпа 6 ача çуратса ỹстернĕ эпир. Вĕсене хамăр вăйпа çитĕнтерме тăрăшнă. Патшалăха та тав тумалăх пур. Хастар ĕçшĕн 3 пỹлĕмлĕ хваттерлĕ турĕ. Çакă савнăç мар-и? - тет Н. Бородкин.
Ачисем вара пурте аслă пĕлỹллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Виççĕшĕ медицина енĕпе кайнă. Ирина - республикăри наркологи диспансерĕн тĕп врачĕн çумĕ, Алевтина - хăй çуралса ỹснĕ вырăнти 5-мĕш хула больницин ĕçченĕ, Александр - Хусанти 7-мĕш клиника больницин травматолог-хирургĕ. Татьяна вара "Мосинжпроект" пĕрлешỹре пай начальникĕнче, Наталия "КамАЗ" пĕрлешỹре куçаруçăра, Ольга каллех çемье пурăннă хулари пĕр предприятинче экономистра ĕçлеççĕ.
Ачисем пурте сывлăхлă, тĕреклĕ ỹссе çитĕннĕ. Сашăпа Оля - йĕкĕрешсем. Йăха малалла тăсаканни иртнĕ çул кĕр мăнтăрĕпе авланса çемьеллĕ пулнă.
Бородкинсем ялти ашшĕ-амăшĕн çурт никĕсне ишĕлме паман. Вĕсем 9 çул каялла, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн, яла куçса килнĕ. Унтанпа çурт-йĕре чылай сăн кĕртнĕ. Паян ырлăхра киленсе пурăнмалăх пур.
Çынна ĕç чапа кăларать. Çакна яланах асра тытнă Николай Александровичпа Ольга Пантелеймоновна. Ачисене те çавна хăнăхтарнă сăпайлă ашшĕпе амăшĕ. Вĕсен камсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Акă, Н. Бородкина 1994 çулта Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă. Тутарстан Президенчĕн тата транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствин Хисеп грамотисем, Министрсен Кабинечĕн Тав çырăвĕ пур унăн.
Тĕслĕхлĕ çемье çинчен Хусан хаçатĕнче те пĕр хутчен çеç мар çырнă.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)