Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше дипломпа тата хаклă парнепе чысланă

02 февраля 2018 г.

Çĕнĕ Шупашкарти коммерциллĕ мар "Технологипе управлени академийĕ" профиллĕ вĕрентỹ автономи организацийĕн ректорĕ, биологи наукисен докторĕ, профессор, професси пĕлĕвĕн аслă шайĕнчи вĕренỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ООН çумĕнчи тĕнче академийĕн академикĕ, Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Иван Селиванов чылай çул ĕнтĕ ют çĕршывсенчи аслă вĕренỹ заведенийĕсемпе çыхăну тытать. Çакăнта ăна испани, акăлчан, нимĕç чĕлхисене пĕлни калама çук пысăк пулăшу кỹрет. Çĕршывсем хушшинче вĕренỹ программисене аталантарас тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывнăшăн Иван Михайлович чылай патшалăхăн (Болгари, Казахстан, Хорвати) сумлă премийĕсемпе наградисене тивĕçнĕ.

Нумай пулмасть вара ентешĕмĕре Перу, Панама, Мексика çĕршывĕсенчи - тĕпрен илсен, Латин Америкăри - аслă шкулсемпе тачă çыхăнса вĕренỹпе культурăна аталантарас тĕлĕшпе вăй хунăшăн хаклă парнепе тата Кăнтăр Америкăри чи сумлă ВУЗсен дипломĕпе чысланă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика