26 января 2018 г.
Хирти Пикшик ялĕнче тутар драматургĕ, писатель, публицист, сатирик, куçаруçă, поэт, театровед Фатхи Бурнаш çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа вăл çуралса ỹснĕ çурт умĕнче палăк уçрĕç.
- Тăван çĕршыв, республика пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнă пирĕн ентешĕмĕр. Çакă паянхи мероприятие хăнасем, писательсен, тĕн канашĕн представителĕсем хисеплесе пуçтарăннинче те курăнать. Поэт тăванĕсем, ял-йыш пухăннă кунта, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Алимов сăмах илсе.
Сумлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Тутар Республикин писателĕсен канашĕн председателĕ Д. Салихов, республикăри мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Наци библиотекин пай заведующийĕ М. Добронравова, К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн наука сотрудникĕ Г. Еливанова, республикăри тутар наципе культура автономийĕн председателĕ Ф. Гибатдинов, тĕн прихучĕсен председателĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ял халăхĕ хăйсен ентешне манманнине ырларĕ: "Историе, паттăрсене пĕлмеллех. Эсир ачăрсене вĕсен ырă тĕслĕхĕпе пăхса çитĕнтеретĕр. Çакă малашлăхра савăнтарать, шанăç парать. Палăк уçни те çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхлĕ".
Писатель тăванĕ Э. Бурнашев Фатхи Бурнаш пурнăçĕ ытла та ир татăлнине палăртрĕ. 1940 çулта ăна айăпсăрах 10 çула лагере ямалла тата икĕ çултан персе вĕлермелле тунă.
Палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн пуçтарăннисем Хирти Пикшикри краеведени музейне çул тытрĕç. Унти экспозицисемпе вĕренекенсем паллаштарчĕç.
Культура çуртĕнче вара "Çамрăк чĕресем" ятпа литературăпа ăсталăх каçĕ йĕркелерĕç (режиссури Д. Салахован).
Тутар Республикин писателĕсен канашĕн председателĕ Д. Салихов тĕлĕннине палăртмасăр тăраймарĕ: "Фатхи Бурнаш çĕршывне эпĕ килсе курасса шутлама та пултарайман. Ял тăрăхĕн пурнăçĕнчи паллă пулăма хутшăннăшăн савăнатăп".
"Казан утлары" журналăн пай редакторĕ Лябиб Лерон писатель, поэт, драматург хăйĕн иртнине пĕлмен халăхăн малашлăхĕ çук, терĕ. Йăла-йĕркене тытса пыни воспитани ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, Фатхи Бурнаш "Чаян" сатира журналне йĕркелекенсенчен пĕри, малтанхи редакторĕ пулнине палăртрĕ.
Тутар Республикин тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ, Г. Тукай ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, пирĕн ентеш Р. Зайдулла Ф. Бурнашпа тутар литературинче танлашакан романтик çуккине каларĕ. Автор сăвăсен темиçе пуххине кăларнă. Вăлах А. Пушкинăн "Евгений Онегин" романне тутарла куçарнă.
Ш. Зигангирова поэтесса сăмахĕ те витĕмлĕ пулчĕ. Вăл Тĕнчери тутар конгресĕ ячĕпе ялти халăх театрне, И. Кисеев, Д. Алимов, Р. Каштанов, Р. Алимов, Э. Бурнашев хастарсене Тав çырăвĕ пачĕ.
Чăваш Республикинчи тутар нацийĕпе культура автономийĕн председателĕ Ф. Гибатдинов поэт-ентеш ятне асра тытнине, Фатхи Бурнаш ятне панă урамсем сахал мар пулнине (вĕсенчен пĕри Урмаелĕнче) каларĕ. Д. Салаховапа Т. Земдихановăна "Караван наследия" фестиваль дипломĕсене парса чысларĕ.
Театр юхăмĕн хастарĕ, Нижнекамскинчи Тутарстан драма театрне йĕркелекенĕ Ф. Чабатов ялти хастарсене малашнехи творчество ĕçĕнче пулăшма пулчĕ.
Куракансем Шăнкăртамри "Тамчы" ансамблĕн, А. Абитов юрăçăн, Шупашкарти "Ялкын" фольклор ушкăнĕн, Урмаелти И. Шайдуллинăн, ялти вĕрентекенсен хорĕн, З. Шагаевăн пултарулăхĕсене киленсе пăхрĕç. "Фатхи Бурнаш _ халăх юрăçи" выставка ĕçлерĕ.
Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура "Чăваш Енре тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслăн та килĕштерсе пурăнас енĕпе, чĕлхесене, йăла-йĕркене тата хăйне евĕрлĕ наци мешехисене сыхласа упрас тĕлĕшпе сайра йышши паха опыт йĕркеленĕ",- тенĕ. Çак мероприятие те çакăнтах кĕртес килет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)