Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул кăтартăвĕ - ачасен пĕлĕвĕ

08 декабря 2017 г.

Ял хуçалăхĕнче ĕçе кĕркунне пĕтĕмлетеççĕ пулсан, вĕрентỹ системинчи тăрăшулăха çу варринче хак пама пулать. Ун чухне вун пĕрмĕшсем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытса алла аттестат илеççĕ, малалла ăçта вĕренме каймаллине палăртаççĕ. Юлашки вăхăтра тăххăрмĕшсенчен ытларахăшĕ те ялтах вун пĕр класс вĕренесшĕнех мар. ППЭ (ЕГЭ) хăратать пулас. Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕпе И. Камалетдиновпа сăмах пуçарнă май шăпах çакăн çинче чарăнса тăма шутларăмăр.

- Шкул программине вăхăтра ăнланса, ăша хывса пырсассăн пĕтĕмлетỹ экзаменĕсем кирек хăш ачана та шиклентермелле мар. Урокра мĕн вĕреннипе çеç çырлахса лармаççĕ-çке. Хушма занятисем те пулаççĕ ачасене экзамена кĕмелли предметсемпе. Вĕрентекенсем уроксем хыççăн та, каникулсенче те консультацисем ирттереççĕ тата ытти те.

Хăюллисем, пултаруллисем, шăпах 11 класс хыççăн аслă шкула пĕлỹ пухма каяс текенсем, вырăнтах юлаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи 10 ачаран 6 медалист тухнине те çакăнпах çирĕплетес килет.

- Илдар Арифуллович, пурте врач е экономист пулма ĕмĕтленмеççĕ те...

- Тĕрĕсех. Рабочи профессийĕсем те кирлĕ. Ял хуçалăхĕ валлиех акă мĕн тĕрлĕ хăватлă техника кăлармаççĕ-ши? Вĕсене çỹреттерес текенсене техникумсемпе колледжсенче те хатĕрлеççĕ. Кондиционерлă комбайнсемпе тракторсем, автомашинăсем çинче ĕçлекенсем мăя галстук çеç çыхмаççĕ тейĕн. Шап-шур кĕпесемпе тыр-пул акса, вырса, пухса илеççĕ. Тăхăр класс хыççăн урăх çĕре вĕренме кайнине сивлеме кирлех мар. Дипломлă специалистсем валли ĕç вырăнĕ те пур, шалăвĕ те тивĕçтерет.

- Ачасен аталанăвне хурлаймастăн халĕ.

- Çапла. Шкул сакки çине ларма садикренех хăнăхса килеççĕ. Аслашшĕ-асламăшĕпе киле юлакансен çакна шута илмеллех. Патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕ те пĕрремĕш класа килекенсене тỹрех пĕлỹ тĕнчине кĕрсе кайма ыйтать. Чĕлхеренех илер: чăвашла (тутарла), вырăсла, акăлчанла вĕренме тытăнмалла вĕсен пуçламăш класранах. Унчченрех уроксем шаблонлă иртнĕ. Халĕ ачасен интересĕсене те шута илетпĕр. Пĕрлештернĕ уроксем темăна лайăх уçса пама пулăшаççĕ. Вăйă евĕр йĕркелени ачасене ывăнтармасть тата ытти те.

- Çирĕп сывлăхлă ăру çитĕнтерессине те тĕпе хуратăр-ха ĕнтĕ.

- Сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе шăпах уйăхлăх иртет. Классенче мĕнле мероприяти çеç пулмасть-ши! "Сывă пулас тесен ỹт-пĕве пиçĕхтермелле", "Пирус туртни сывлăхшăн сиенлĕ", "Çын сывлăхĕ", "Пирĕн сывлăх хамăр алăра", "Кирек хăш çанталăкра та асăрханмалла" тата ытти темăсемпе класс сехечĕсем пулчĕç. Класс тулашĕнчи мероприятисене те палăртмасăр иртме çук. "Хаваслă стартсем", футболла вылясси, вăйăсене явăçасси вĕсене хутшăнакансене те, куракансене те савăнтарать.

-Ашшĕ-амăшĕ те айккине юлмасть пулас? -

 Çук, паллах. Вĕсемпе çыхăну пурах. Электронлă журнал çине куçрăмăр. Компьютер пулăшăвĕпе усă куратпăрах. Хăйсем те шкула килме ỹркенмеççĕ. Пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени вĕрентỹре кирлех те.

-Ĕçре пĕр кăлтăксăр пулмастех. Сирĕн те тĕл пулаççех ĕнтĕ.

- Педагогика кадрĕсем çитеççĕ. Анчах тивĕçлĕ канăва тухнисем е çав çула çывхаракансем пурах. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пĕр çамрăк ĕçе пуçăнчĕ. Тата килсен те аванччĕ.

Патшалăхăн вĕрентỹ стандартне пурнăçа кĕртсе пынă май учебниксем çитменччĕ. Çулленех пĕрремĕш класа пĕр пек йыш килмест-çке-ха. "Ача амăшĕн капиталне" пама пуçăнсан çемьери йыша хушас текенсем ỹснĕччĕ.

Кирек хăш ыйтăва та уçăмлатма пулать. Ку енĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультура тата спорт управленийĕн ертỹçисем тивĕçлĕ пулăшу кỹреççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те яланах алă тăсса пама хатĕр.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика