Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти Пикшикре 120 çултан палăк çĕкленĕ!

05 декабря 2017 г.

Çитес çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче Хирти Пикшикре ял историне çырăнса юлакан паллă пулăм иртĕ. Шăпах çак кунхине тутарсен паллă драматургĕ, поэчĕ, прозаикĕ, публицисчĕ, куçаруçи тата театр деятелĕ Фатхи Бурнаш çуралнăранпа 120 çул тулать. Пĕр ĕмĕр каялла тăван ял ытамĕнче кун çути курнă хисеплĕ ентешне, унăн творчествине сума суса поэтăн çывăх тăванĕ Эседулла Мевлетович Бурнашев имам тата ял хастарĕсем тăрăшнипе хальхи вăхăтра мечĕт умне (Фатхи Бурнаш çуралнă çурт çакăнта пулнă) палăк вырнаçтарас ĕç пырать. Ăна ятарласа поэтăн çуралнă кунĕнче ял-йышпа пĕрле уçма хатĕрленеççĕ.

Кĕскен Фатхи Бурнаш пирки.

Вăл тĕрлĕ çулта чылай тутар хаçат тата журнал редакторĕ, Хусанти Галискар Камал ячĕллĕ театр директорĕ пулса ĕçленĕ. Пичетре театр искусстви пирки те чылай çырнă. 1940 çулхи августăн 24-мĕшĕнче поэта идеологие хирĕç кĕрешменшĕн тесе сăлтавласа арестленĕ, икĕ хутчен суд тунă хыççăн 1942 çулхи августăн 1-мĕшĕнче Куйбышевра персе пăрахнă. 1957 çулта унăн таса ятне каялла тавăрнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика