01 декабря 2017 г.
Нумай пулмасть Интернет уçлăхĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхин, литературин, тăван ен культурин вăрттăнлăхĕсене тĕплĕн те тĕрĕс пĕлес тĕлĕшпе олимпиада иртнĕ. 7 - 9 классем хушшинчи ăс-тăн тупăшăвăвне икĕ номинаципе хакланă.
Яланхи пекех унта Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен ачасем те хастар хутшăннă. Олимпиада çивĕч тупăшура иртни куç кĕрет. Çапах та 417 вĕренекенрен çак шкулти 7 а класри Адиля Чинкина (вĕрентекенĕ И. Пестрова) тата 8 а класри Эльвира Зейнетдинова (вĕрентекенĕ Л. Пестров) çĕнтерỹçĕсен шутне кĕни вĕсене хатĕрлекен учительсене çеç мар, шкул коллективне те савăнтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)