Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе ĕçлекен выçă ларман

10 ноября 2017 г.

Хирсем пушаннă пулсан та çĕр ĕçченĕн кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Хирти Пикшикри А. Багаутдинов фермер та эпир вĕсем патне пынă чухне вăй хуракансемпе пĕрле пикенсех кишĕр суйлатчĕ. Тымар çимĕçе хĕле валли управа хума хатĕрлеççĕ иккен. Асхать Абдулахатович кăçал çеç 100 тонна кĕмелĕх хранилище тунă. Икĕ гектарта çитĕннĕ культурăн тухăçĕ те аванах пулнă. Сăмах май, кишĕре нимĕçсем хатĕрленĕ "ЕМ-11" комбайнпа пухса кĕртнĕ. Вăл хăйех кăларать, çулçине касать, пуçтарать. Çум курăк çеç пулмалла мар.

_ Ку комбайна ман шăллăм Вагиз курнă. Интернетра шырама пуçларăмăр. Ярославль облаçĕнчен тупрăмăр. Çĕнĕ мар, çавăнпа юсама та тиврĕ. Вагизăн чăтăмлăхĕ çителĕклĕ, вăл техникăна хире тухма юрăхлă турĕ. Кунне пĕр гектар таран кăларать, _ терĕ А. Багаутдинов ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. Купари кишĕрсем суса хунă пекех выртаççĕ: пĕрин те пуçĕ касăлман, ниçтан та шăтарман.

Фермер пирки чăн-чăн çĕр ĕçченĕ тесех хаклас килет. Хирсене, тăван тăрăха юратма ăна ашшĕ вĕрентнĕ. Çывăх çынни ĕмĕр тăршшĕпе трактористра тăрăшнă, ывăлĕ те пушă вăхăтра ялан унпа пĕрле çỹренĕ. Çуркунне калча сип-симĕс шăтса тухнине, кайран пучахсем вăтанчăк хĕр пек пуçĕсене пĕксе тăнине курса çитĕннĕскер салтакран таврăнсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Экономист профессине алла илнĕ. Малтанласа А. Багаутдинов Ульяновск облаçĕнче тĕпленсе фермер хуçалăхне йĕркеленĕ, анчах шăпа ăна каялла çуралнă кĕтесе илсе килнĕ. Ун чухне шăпах колхозсем саланнă вăхăт пулнă. Ăçта каймалла? Мĕн ĕçлемелле? Çемье хуçи нумай шухăшламан, çĕр çынна нихăçан та выçă вĕлерменнине шута илсе кашни хуçалăха тивекен пĕр гектар лаптăкра çемйипе вăй хума пуçăннă. Каярах вара хăйсен çĕр пайĕсемпе усă курма тытăннă. Ура çинче çирĕпрех тăма тытăнсан, техника ытларах туянсан ытти çынсен пайĕсене те арендăна илнĕ. 2013 çулта Асхать Абдулахатович фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян вăл 238 гектар çĕре сухаласа, акса тăрать. Пĕлтĕр тахçантанпах усă курман 100 гектара йывăçсенчен тасатса (вăрман касса тесен те йăнăш мар. _ Авт.) пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Çитес çул тата 40 гектара ĕçлеме юрăхлă тума палăртать.

Вăрлăха тăпрана хывни çеç çителĕк-сĕр, тухăç пултăр тесен минераллă удобренисем те сапмалла. А. Багаутдинов çакна яланах тĕпе хурать. Ака вăхăтĕнче ун патĕнче пулма тỹр тивнĕ май çакна куçпа курсах ĕненнĕччĕ. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне те çĕнетет. Тар тăкнине кура тухăçĕ те аван пулнă: тыр-пул гектартан вăтамран 30 центнер ытла тухнă. Сĕлĕ 38 центнерпа, урпа 35-пе танлашнă. Хура тул та начар мар çитĕннĕ.

_ Пур ĕçе те пĕччен ĕлкĕрейместĕп. Мăшăрпа ачасем, шăллăм çемйипе пулăшаççĕ. Алмаз Атеев, Газым Ихсаков механизаторсем тракторпа та, комбайнпа та çỹреççĕ. Ытларах çын кирлĕ чухне вĕсен те çемйисем айккинчен пăхса тăмаççĕ, _ пĕлтерчĕ А. Багаутдинов. Хăйĕн патĕнче тăрăшакансене фермер шалусăр пуçне тырă, утă-улăм парать. Мускава е ытти хуласене кайса ĕçлесе çỹриччен вырăнтах тăрăшма май пурри аван-çке.

Районта тыр-пул туса илекенсем, хăйсем пуçăннă ĕçе чунтан юратса тăвакансем нумайăн. Çакă савăнтарать. Сĕтел çинче çăкăрпа тăвар пулсан тата мĕн кирлĕ-ха пире?

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика