24 октября 2017 г.
Именкассинчи Шарафутдиновсем уйрăм хушма хуçалăхран вăй илсе фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. "Новая сила" хуçалăхăн пулнă пушă тăракан витен çуррине реконструкцилесе йышлă ĕне-выльăха унта куçарнă. Мал ĕмĕтлĕскерсем нумай пулмасть тепĕр пайне те çĕнетнĕ. Хуралтăра таса та тирпейлĕ. Транспортер ĕçленĕрен тислĕке куллен тăкаççĕ. Хĕле хатĕрленсе стенасене шуратса дезинфекциленĕ. Санитари кунĕсем ирттерсех тăни те сисĕнет.
Хальхи вăхăтра Шарафутдиновсен сăвакан ĕне 55 пуç тата 5 пушмак пăру пур. Фермерсем кунпа çеç лăпланасшăн мар: кĕтĕве тата пысăклатма тĕллев лартнă. Çавна май апат парассине те механизацилеме планлаççĕ.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме йĕркеленĕ канашлăва хутшăнакансем _ район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăх ертỹçисем, зоотехниксемпе ветеринарсем _ Шарафутдиновсен фермипе паллашнă май фермерсенчен тĕслĕх илмелли пуррине пĕлтерчĕç.
_ Фермер ĕçне пуçăнакансене паракан грант та пире вăй илме пулăшрĕ, унсăрăн алă-ура çавăрса кайма йывăртарах тиветчĕ, _ терĕ И. Шарафутдинов хуçалăхне кăтартса çỹренĕ май. Унăн сăмахĕпе килĕшмесĕр ниепле те май çук. Шел, районта пурте фермер пек шухăшламаççĕ. Çакă канашлăвăн малалли пайĕнче питĕ лайăх сисĕнчĕ.
Мероприятие пухăннисем хăйсен ĕçне малалла Хирти Пикшикри культура çуртĕнче тăсрĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов 9 уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районта выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси пĕлтĕрхинчен пĕтĕмĕшле 9 процент ỹснĕ. Аш-какай чĕрĕ виçепе 6288,6 тонна (108 процент) пулнă. Сĕт 37232,2 тонна (110 процент) сунă.
Пирĕн районăн республикăри ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшỹпе çитес çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 9000 тонна какай хатĕрлемелле. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама тата 2700 тонна çитмест, çавна май плана тултарайман ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен çине тăрсах вăй хумалла.
Сăвăм "Красное знамя", "Исток", "Батыревский", "Звезда", "Родина", "Малалла" ял хуçалăх организацийĕсенче ỹснĕ, "Тойсинская", "Мир", "Корма" хуçалăхсенче чакнă.
Районти 32 фермер хуçалăхĕнчен 15-шĕ сăвăм кăтартăвне лайăхлатнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр ĕнерен сĕт вăтамран 4183 килограмм сунă, çакă иртнĕ çулхи вăхăтринчен 270 килограмм нумайрах. Çулталăк вĕçне 5800 килограма çитермелле, апла пулсан тивĕçлĕ йышăнусем тума вăхăт.
_ Хальхи вăхăтра Раççейре 8 млн тонна сĕт çитмест, пирĕн ăна туса илессипе ытларах ĕçлемелле, _ терĕ Л. Кузнецов. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 19503 (103 процент) ĕне-выльăха, вăл шутран 8223 ĕне, 17339 сыснана, 9621 сурăх-качакана шута илнĕ.
Кĕтĕве "Батыревский", "Красное знамя", "Родина" хуçалăхсем пысăклатнă. "Малалла", "Первомайск", "Труд", "Корма", "Мир", "Тойсинская" хуçалăхсенче вара йыша чакарнă. Кĕтĕве çĕнетесси те тĕп вырăнта тăрать. Шел, анчах ку ыйтупа тивĕçлипе тăрăшманни сисĕнет. 9 уйăхра 100 ĕне пуçне 59 пăру илнĕ. Пĕлтĕр вара 64 пулнă. Выльăхсене йăхтарасси патне тимлĕх уйăрманнипе те çыхăннă ку.
Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси вĕсен рационĕнчен, пурăнмалли условисенчен нумай килет. Хĕл çывхарнă май ятарлă комисси фермăсем тăрăх çỹренĕ. Пĕтĕмлетỹпе районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов паллаштарчĕ. "Батыревский", "Исток", "Красное знамя", "Звезда", "Труд" хуçалăхсенче сивĕ кунсене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнине, вĕсенче юсавсем ирттернине, витесене шуратса дезинфекциленине каларĕ. Ыттисенче вара лару-тăру чаплах мар. Санитари кунĕсене йĕркелеме те "манаççĕ". Хăшĕ-пĕринче хуралтăсем патне хăть хăш вырăнтан та кĕме пулать, дезбарьер çук. Территоринче таса мар, тирпейсĕр. Ют выльăх, йытăсем çỹреççĕ. Çывăхри регионсенче хăрушă чирсем тупнине тата уртаракан чир "çывăрманнине" шута илсе ветеринарипе санитари правилисене пăхăнмаллах пек туйăнать те вĕт...
Фермер хуçалăхĕсем хушшинче те витесене хĕле хатĕрлессипе тăрăшманнисем пур. Пĕр хуралтăрах ĕнесем, сурăхсем, лашасем, сыснасем тытаççĕ. Профилактика ĕçĕсене ирттермеççĕ. Кун пек чухне инкек те айккинех каймасть, çакна темшĕн манаççĕ.
Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева хăйсем тăвакан ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ.
Канашлу тухăçлă иртрĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов пĕтĕмлетрĕ. Рудольф Васильевич ял хуçалăх организацийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисене кашни ĕçе тĕплĕ тумаллине, палăртнă тĕллевсене пурнăçламаллине каларĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)