08 сентября 2017 г.
Авăнăн 5-мĕшĕнче районăн 90 çулхи юбилей мероприятийĕсем Нăрваш Шăхалĕнчен старт илчĕç. Пуриншĕн те çывăх куна халалласа шăпах çакăнтан Турханти тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсече пĕлỹ пухакан ачасем велочупăва тухрĕç. Вĕсене ăмăр çанталăк та, кăшт пĕрĕхекен çумăр та хăратаймарĕ. Кашнийĕн куçĕнче савăнăç ялкăшрĕ. Старта тăнисене Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин, Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК директорĕ А. Моисеев, "Труд" ЯХПК ертỹçи Н. Михайлов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, спорт ветеранĕ В. Бородкин тата ыттисем те ăнăçу сунчĕç. Сумлă мероприятие паллă спортсменсем _ И. Калентьева, О. Тереньева _ çуралнă ялтан пуçлани пысăк хисеп пулнине палăртрĕç.
Юбилей ячĕпе _ велочупу
Ирхи 9 сехет. Велосипедистсен пысăк ушкăнĕ чупăва тухрĕ. Шăнкăртамра пĕрремĕш вăтам шкулта, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш пĕлỹ çурчĕсенче ăс пухакан ачасем вĕсен çумне пĕрлешрĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркĕнче спортсменсем Юхмапа Пăла тăрăхĕн сумлă ятне çỹле çĕклессишĕн чылай тăрăшнă Ĕç Геройĕсене халалласа йĕркеленĕ Мухтав аллеинче чечексем хучĕç. Çуралнă тăрăхăмăр 90 çул тултарнине палăртакан 90 велосипедиста ра- йон администрацийĕн умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, спорт ветеранĕсем тата ĕç коллективĕсемпе волонтерсем кĕтсе илчĕç. Велочупăва хутшăнакансене ăшшăн саламланă май Рудольф Васильевич малашлăхра çитĕнỹсем сунчĕ, тав турĕ.
Мероприятие килнисем район администрацийĕ умĕнче юбилее халалласа йĕркеленĕ "Иртни тата паянхи" фотокуравпа та паллашрĕç. Сăмах май, вăл эрне вĕçĕчченех ĕçлет, кашнийĕ килсе курма пултарать.
Именкассисен пысăк савăнăçĕ
Сывлăх _ чи хаклă пурлăх, теççĕ. Ăна упрасан, чир-чĕре вăхăтра тупса палăртсан çынсен ĕмĕрĕ вăрăмрах пуласси каламасăрах паллă. Раççее, Чăваш Ене тата района ертсе пыракансем çакна тĕпе хураççĕ те ĕнтĕ. Республикăра çĕнĕ больницăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те паянхи пурнăçпа килĕшỹллĕ 8 ФАП ĕçлет. Саккăрмăшне шăпах район юбилейĕ кунĕнче Именкассинче уçрĕç. Ял халăхĕн савăнăçне республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ С. Ананьева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ В. Мефодьев пĕрле пайларĕç.
Муниципалитет ертỹçи сăмах илнĕ май Именкассисене вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма сунчĕ. Районта кăçал икĕ ФАП _ Кивĕ Ахпỹртре тата Именкассинче _ хута кайнине, çитес çулсенче ытти ялсенче тăвассине пĕлтерчĕ.
С. Ананьева уявпа саламланă хыççăн республикăра çĕнĕ технологиллĕ сиплев учрежденийĕсем çуллен хутшăнса пыни пирки каларĕ.
_ Хăвăрăн сывлăхăра упрăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пырăр, диспансеризаци вăхăтра тухăр, _ терĕ Шупашкартан килнĕ хăна.
Чылай çул ветеринарта вăй хунă А. Макова çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕшĕн ял çыннисем питĕ савăннине пытараймарĕ. Халăх пурнăçне ăнланнăшăн ЧР Пуçлăхне, район администрацийĕн ертỹçине тата ыттисене те тав турĕ.
"Батыревская МТС" пĕр- лешỹ ертỹçи Л. Пыркин ФАП заведущине Э. Красновăна объектăн "çăра уççине" пачĕ. Савăнăçлă самант çитрĕ: хĕрлĕ хăйăва министр çумĕ С. Ананьева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата Именкассинчи сиплев çуртĕнче чылай çул ĕçленĕ К. Иванова касрĕç. Хăнасем, ял çыннисем çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе паллашрĕç, сипленме килмешкĕн те кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.
Шухăш
Клавдия Иванова, 90 çулта:
"Эпĕ Именкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче чылай çул санитаркăра ĕçлерĕм. Медпункт алăкĕ нихăçан та хупă тăрса курман. Халĕ те çаплах. Элеонора Васильевна Краснова яланах ĕç вырăнĕнче. Çĕнĕ çурт туса панăшăн питĕ савăнтăм. Пурин те ĕмĕрĕр манăнни пек вăрăм пултăр".
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)