04 августа 2017 г.
АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ пулнă май, район администрацийĕ йĕркеленĕ çул çỹреве хутшăнса Тутарстанри Пăва районне кĕрекен "Авангард" пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тỹр килчĕ. Унăн ертỹçи Н. Курчаткин сăмаха çилпе вĕçтермест, хуçалăх экономикине ĕçпе тĕреклетсе пырать. Пĕрлешĕвĕн малашлăх аталанăвне курать. Укçа-тенкĕ ăçта, мĕн чухлĕ тăкакланнине, хуçалăх кассине кĕрекеннине витĕр пĕлет. Унăн тавракурăмĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ, пĕрлешĕве пĕр такăнмасăр çирĕп утăмсемпе малалла илсе пырас ĕмĕчĕ, ĕçлекенсен пурнăç условийĕсене лайăх енне улăштарас тĕллевĕ пурне те килĕшрĕ. Пултаруллăскерĕн калаçу культури те çитет, çынна ĕçе явăçтарас енĕ пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Сăпайлă ертỹçĕ тивĕçне тирпейлĕ пурнăçлас йĕркене çирĕп тытса пырать. Çакна пĕрлешĕвĕн куçпа виçейми анлă та таса, тулăхлă уй-хирĕ, вите тулли выльăх-чĕрлĕхĕ, çĕнĕ йышши техникăсем, вĕсене лартмалли тата юсамалли гаражсемпе мастерскойсем кăтартса параççĕ. Паркра выртакан çỹп-çап курăнмасть, çеçкесем ешерни вара кăмăла çĕклет.
Тивĕçлĕ канăва тухиччен, ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра Германипе Чехословакине икшер хутчен те, Польшăпа Венгрине кайса курма тỹр килнĕччĕ. Унти хуçалăхсем мĕнле ĕçленипе паллашнăччĕ. Кашни объектĕнчех чечексем ешеретчĕç. Паян "Авангардра" çакнашкал ỹкерчĕк.
Мĕншĕн куçа йăмăхтаракан астра, роза çитĕнтерместпĕр мехпаркра? Мĕн чăрмантарать пире? Авалхиллех пурăнма хăнăхни-и? "Авангардсем" пирĕн пата килсен тĕлĕнеççех ĕнтĕ.
Анлă уй-хирĕсенчен гектартан 50-60-шар центнер тухăç илесси куç кĕретех. Ана хĕррисем те тирпейлĕ вĕсен. Аслă çулăн икĕ айккипе вара 4-5-шер йĕрке йывăç лартнă. Вĕсене тата электричество юписене пĕр тикĕс шуратнă. Çак ĕçе пурнăçлама шкулта вĕренекенсем, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем, ытти организацисенче тăрăшакансем хутшăннă-мĕн.
Экологи çулĕнче пирĕн районти ялсенче те сахал мар ĕç тунă. Анчах çакă çителĕксĕр. Эпир хамăр урамсене йывăçсем, ĕç вырăнĕсене чечексем лартса илем кỹртессине çиелерех пурнăçлатпăр. Кирлĕ-кирлĕ мар техника çуртсен илемне хуплать. Ку енĕпе Н. Курчаткин пĕчĕк фермер хуçалăхĕсем йĕркеличчен çĕрĕç фирмисем тусан вырăнлă пулнине палăртать.
Пĕтĕмĕшле çитĕнỹ тата хуçалăха кам ертсе пынинчен те чылай килет. Малашлăха çамрăксенче курасчĕ.
В. Селиванов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)