18 апреля 2017 г.
Тăван ялтан ют çĕре кайса çемье çавăракана никама та çăмăл мар. Хирти Пикшикри Дания Семигулловнана та 21 çул каялла çак ял кинĕсен шутне кĕрсе çакăнтах тымар яма çăмăл пулман. Каçал тăрăхĕнчи Урмаел çичĕ тинĕс леш енче пулмасан та хĕрупраçшăн пурте ют-çке: кỹршĕ-аршă та, ял-йыш та... Ватти-вĕттипе çамрăкранах пĕр чĕлхе тупса ỹснĕ чиперкке аптăраса тăман. Хăюллă та пултаруллă çĕнĕ кине туй-çуй хыççăн ялти ваттисен çурчĕн заведующи пулма шаннă. 16 çул ĕçленĕ вăл унта. Тĕрĕссипе виçĕ ача амăшĕ паянхи кунчченех социаллă сфера ĕçченĕ шутланать. Ватăсем ăна сăпайлă та кăмăллă, тарават пулнăшăн хисеплеççĕ, хăйĕнчен çамрăксем вара ырă канаш-сĕнỹпе пулăшнăшăн пуç таяççĕ.
Сăмах май каласан, Дания Чебенова 2000 çулта "Районти чи лайăх социаллă работник" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
Паян Фаргать Нурмехаметовичпа Дания Семигулловна Чебеновсен туслă та ĕçчен çемйи хăйсен икĕ алă вăйĕпе ларнă хăтлă та тирпейлĕ кил-çуртра пурăнать. Пỹрте кĕрсен хĕрарăм ăшăлăхĕпе тирпейĕ çеç мар, кил хуçин ылтăн алли те куçа тирĕнет. Урайĕнчен пуçласа мачча таранах хăй ăсталаса эрешленĕ, капăрлатнă. "Уют" тулли мар яваплă обществăра слесарь-монтажникра тăрăшакан кил хуçи çемье хăтлăхĕшĕн вăхăтне те тупать.
_ Хамăн çемьепе мухтаннă пек те, Аслă Пỹлĕхĕмĕре çакăншăн тав тумалăх пур. Мăшăрăм эрехпе иртĕхмест, чикарккă мăкăрлантармасть. Ытларах кил- тĕрешре ачасене ĕçе хăнăхтарас тесе тимлет. Ĕçлес тесен хуçалăхра вăл çителĕклех: выльăх-чĕрлĕхĕ те пур, пахча таврашĕнче те ĕç пайтах... Алмазпа Радиф ывăлăмсем _ ашшĕн пĕрремĕш пулăшуçисем. Аслă хĕрĕм Лейсан вара ЧПУра историпе географи факультетĕн- че вĕренет. Ĕçченлĕхпе килĕшỹ пирĕн çемье илемĕ тесе хаклатпăр,_ хавхаланса калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)