Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле чухне асат та хуçаймĕ пире

14 апреля 2017 г.

Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула палламан çын пырса кĕрсен тỹрех тĕпелелле иртеймĕ. Постра кунĕпех тăракан дежурнăйсем "хăнапа" тĕплĕн паллашаççĕ: документсене ыйтаççĕ, ятарлă журналта унăн ячĕпе хушаматне регистрацилеççĕ, ăна пур енлĕн сăнаççĕ... Хулпуççинчен уртса янă пысăк фотоаппарат тата алăри блокнотпа ручка мана "сканер" витĕр тухассинчен "хăтарчĕ" темелле.

"Пирĕн шкулта ытти чухне те ют çынсене ирĕккĕн ирттерсе ямаççĕ. Халĕ вара çĕршывра унта та кунта террорла хурахсем мăшкăл кăтартнă хыççăн шкул дирекцийĕ пропуск режимне тата ытларах хытарчĕ. Çакă кирлех! Инкек тени хамăр асăрханмасан пиртен айккипе иртсе каяймĕ. Ав, нумай пулмасть Питерти метрора тăр кăнтăрла мĕнле пысăк пăтăрмах сиксе тухрĕ. Телекăларăмсене пăхсан, чун ыратать...", _ эпĕ мĕн ыйтупа килнине витĕр курнă евĕр сăмахларĕ дежурствăра тăракан Миндания Молоткова регистраци журналне çырса тултарнă май.

"Террористсенчен хăрамалла мар, вĕсемпе кĕрешмелле!"

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 14 сехет иртсен Санкт-Петербургри метрополитенри "Сенная площадь" тата "Технологи институчĕ" станцисен хушшинчи взрыв пулнă хыççăн тепĕр куннех Пикшикри вăтам шкулти учительсемпе вĕренекенсем, волонтерсем хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн та тỹрремĕн палăртса Раççейри пин-пин çынпа юнашарах "Эпир _ терроризма хирĕç" акцие явăçнă. Чăн малтанах Нева юхан шывĕ çумĕнче вырнаçнă пысăк хуламăрта террористсен аллинчен шар курнă тăванăмăрсен хуйхине пайласа линейкăна тухнă, митинг ирттернĕ, пурте пĕрле усал шухăшлă çынсенчен сыхă тăрасси пирки видеофильм пăхнă, взрыв вăхăтĕнче ĕмĕрлĕх куçне хупнă çынсен канлĕхĕшĕн шăп тăнă... Акцие хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса çурăм хыçĕн-че пытанса çỹрекен террористсемпе çине тăрса кĕрешмеллине, вĕсене сарăлма, вăй илме памалла маррине çивĕчлетнĕ.

_ Пирĕн çĕршыв сывă та тĕрек- лĕ пулсан тăван йăва та шанчăклă пулĕ сан. Санкт-Петербургри пысăк инкек хыççăн йĕркеленĕ акцин тĕп тĕллевĕ _ хальхи вăхăтра власть органĕсемпе об- щество терроризма хирĕç тăрассине вăйлатасси, çамрăксене çакăн пирки тепĕр хут аса илтересси, тĕрлĕрен тĕн йăли-йĕр- кине хисеплеме вĕрентесси. Пĕрле чухне çеç эпир вăйлă та, пуян та. Туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени çеç мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшать,_ терĕ шкул директорĕ И. Камалетдинов çак тĕлĕшпе ирттермелли мероприятисен планĕпе паллаштарнă май.

Сăмах май каласан, шкулта терроризма, тĕрлĕрен ырă мар юхăмсене хирĕçлес тĕллевпе ĕçлекен ятарлă комисси начар мар ĕçлет. Террорла ĕç, экстремистла шухăшсенчен сыхă та çивĕч тăрас тĕллевпе хатĕр-ленĕ стенд пурин куçĕ умĕнче те çакăнса тăрать. Вĕренекенсемпе çак темăпа хутшăннă хыççăн шкулта ку тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсене ирттерсех тăни сисĕнчĕ. Усал шухăшлă çынсенчен асăрханас тĕллев-пе иккĕленчĕклĕ тĕркемсене е хутаçсене тытма юраманнине, ют çынсенчен япала илни е палламан çынпа ларса кайни те урăхла çаврăнса тухма пултарнине вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Н. Закировпа И. Пелеев вĕрентекенсем ертсе пынипе волонтерсем тăтăшах ытти ачасем, çамрăксем хушшинче ăнлантару ĕçне ирттереççĕ. Çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратакансене сивлесе ачасем ятарласа хатĕрленĕ плакатсенчи сăмахсене те чун патне пĕр туйăмсăр йышăнаймăн: "Питер, эпир сирĕнпе!", "Хирти Пикшикри вăтам шкул çамрăкĕсем _ терроризма хирĕç", "Терроризм _ инкек, çухату, ырату, куççуль"...

Çĕршывра унта та кунта хăратса е ытти сăлтавпа взрыв кĕрленĕ сассем пирки шкулта нумай çул директор çумĕн-че тăрăшакан Д. Салахова та пăшăрханса калаçрĕ: "Чăн малтан эпир ачасемпе хамăр тăван çĕршывăмăра, халăхăмăра, пĕр-пĕрне юратмаллине ăса илме хăнăхтаратпăр. Унсăр эпир юрăсăр шăпчăк пек: савăнăçне те, хуйхине те пайлама пĕлмĕпĕр. Терракт пуçаруçисем шăпах çакнашкал усал серепене çакланнăскерсем. Паллах, пирĕн çĕршыв ертỹçи Владимир Путин ун пек йĕксĕксене йăл илме памĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕрĕс политика тытса пырать".

Пĕр тăшман пуличчен çĕр тус пултăр

Пикшик ял тăрăхне кĕрекен вăтам шкулта паян 216 ача пĕлỹ илет. Интернационалла çемьере чăвашĕ те, вырăсĕ те пур. Чи кирли те пĕлтерĕшли, çав вăхăтрах маншăн чи кăсăкли çакă пулчĕ: чăваш ачисем тутарла, тутарсем чăвашла шыв юххи пек пĕр тикĕс калаçаççĕ. Вăтам шкула çỹрекен тутар национальноçлĕ яш-кĕрĕмшĕн чăваш чĕлхи "ют çĕршыв чĕлхи" мар. Леонидпа Ирина Пестровсем вĕсене чă-ваш чĕлхин ытарлăхне çеç мар, йăли-йĕркине, культурине те вĕрентеççĕ. Çакă ячĕшĕн çеç пулса пыманни те куç умĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул директорĕ калашле, икĕ наци çамрăкĕ- сем пĕр-пĕрин юлташĕсен туйне, çуралнă кунĕсене, пысăк мероприятисене те кăмăлтан çỹ- реççĕ. Пĕр тăшман пуличчен çĕр тус пулни темиçе хут сăваплăрах! Тăван çĕршывра, çĕр çинче те çавăн пек пулсан çеç пирĕн пурнăç лăпкă та тăнăçлă пулĕ, пăшал сасси хăлхана хупламĕ, çуртсем те ишĕлмĕç, сăлтавсăр юн, вĕри куççуль тумламĕ юхмĕ...

Альбина ЕГОРОВА

ХАКЛАВ

В. АЛИГБЕРОВА, пенсионер, виçĕ ача амăшĕ, ултă мăнук кукамăшĕ:

_ Тăван çĕршывăмăрта тăнăçлăх хуçалансан çеç пирĕн ăш-чик те лăпкă. Питер хулинче пулнă терактра хур курнă çынсен хуйхине чĕререн хурланса йышăнтăмăр. Пирĕн тата ытларах хыпăнса ỹкме сăлтавĕ те пулчĕ. Мĕн çамрăкранпах çак шĕкĕр хуламăрта манăн мăшăрăн йăмăкĕ пурăнать. Мухтав Турра, унпа пурте йĕркеллĕ. Ăнланатăп, пирĕн пек хыпăнса ỹк- нĕ çынсем районта татах та пулнă-тăр. Çавăнпа та çĕр çинче яланах килĕшỹ, юрату çеç хуçалантăр. Çак пысăк туйăмсем çеç пире сыхласа хăварма пултараççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика