Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ…

14 апреля 2017 г.

Иртнĕ шăматкун Хирти Пикшикри культура çуртĕн-че тутар юррисен республикăри фестивалĕ иртрĕ. Ăна çак ялта çуралса ỹснĕ Ринат Гайнетдинова халалларĕç. Ринатăн çывăх юлташĕ _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ф. Абитов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ринат ачаранах музыкăна юратнă. Хусанти культурăпа искусство институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Тăван ене юратса нумай юрă шăрантарнă, чылай çамрăкăн ăсталăхне çак енре туптама пулăшнă. Вăл районти акатуй-сабантуйра пĕрлештернĕ хора пĕрре мар ертсе пынă. Анчах шел, пурнăçĕ кĕске пулчĕ...

Мероприяти пуçланас умĕн асăну хăми уçрĕç. Унта район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, ял тăрăх пуçлăхĕ В. Мефодьев, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ М. Хайбуллов, регионти тутар наци автономи культурин председателĕ Ф. Гибатдинов, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Н. Мазякова, Тутарстан телеканалăн представителĕсем, тусĕсем, ял-йыш хутшăнчĕç. Ринат Зарифзяновича манманшăн, унăн ĕçне вырăна хунăшăн çемйи, тăванĕ- сем тав сăмахĕ каларĕç. Çак мероприятие йĕркелеме пулăшнă меценантсем, Ринат тусĕсем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Малалла концерт пуçланчĕ. Сцена çинче юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Вăхăтĕнче Ринатпа пĕрле ĕçленĕ Динăпа Рафаэл Латыповсем, Красномайски ялĕн хĕрĕ, чăваш тата тутар эстрада юррисене шăрантаракан Фарида, республикăра, Тутарстанра, Раççейре çутă çăлтăр пек çутатма пикеннĕ Шăнкăртам каччи Азат Абитов, Ринатăн хĕрĕ, Мускавра пурăнакан Гелия Гимуранова куракансене чуна пырса тивекен юрăсем парнелерĕç.

Фестивале Д. Салахова ертсе пычĕ, кашни юрăç пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарса пыни те вырăнлă пулчĕ.

Çамрăк талантсен ăсталăхне жюри хак пачĕ. Унта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсен юрăçисем хутшăнчĕç. Куракансем вĕсен кашни юррине тăвăллăн алă çупни те хавхалантарчĕ. Пултаруллăран пултаруллисем дипломсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Фестиваль çĕнтерỹçи вара Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренекен Хирти Пикшикри К. Вахитов пулчĕ.

Г. ЧИНКИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика