Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен пиллĕхне манар мар

07 апреля 2017 г.

Çĕр-анне пулмасан çутçанталăкра нимĕнле ỹсен-тăран та хă- йĕн çимĕçне параяс çук. Этемлĕх аталанăвĕнче те аттепе аннесĕр тĕнче малалла каяймасть. Анне сăмаха илтекен хĕрарăм çут тĕнчере чи пархатарли тесе шутлатăп. Вăл чĕре çумĕнчи чи хисеплĕ, юратмалли, мухтанмалли çын, çемье тыткăчи, чĕре ăшши.

Çамрăк пепке çуралсан ăна чи малтан амăшĕ куçран пăхма вĕрентет. Сас пама хистет.

Анне вăл чăтăмлă, канма пĕлмен çын. Унăн çуралнă чуна ỹстермелле. Çав вăхăтрах килти ытти ĕçсем те тиенеççĕ хĕрарăм çине. Выльăх-чĕрлĕхĕ те пур, пахчара тĕрлĕ культура çитĕнтермелле. Мухтатпăр ăна, мухтанатпăр. Анчах хăш-пĕрисен пурнăçра урăхла килсе тухать. Çамрăк мăшăрсем ватăсене хисеплеменни тĕл пулать. Ашшĕ- амăшне килтен хăваласа кăлараççĕ. Пенси укçишĕн "патак" та çитереççĕ, хисепрен кăлараççĕ. Хăйсен нихăçан та ватлăх кунĕ-сем çитмеççĕ теççĕ-ши.

Лайăхпа начара ачисем аслисенчен курса ỹсеççĕ. Çемьере ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, килĕштерсе пурăннине сăнаççех. Атте-анне кил илемĕ-çке. Вĕсем вĕрентни вырăнлах. Ачаранах пире "Ют пурлăха ан хапсăнăр, тĕрĕс пурăнăр, çын тепĕр çынна ырă тума пĕлнипе пархатарлă", тетчĕç.

Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене ырă, кăмăлпа пуян, ăс-тăнпа пурнăçа тытса пымалла пултăр тесе ỹстереççĕ. Астăватăп-ха, шкула каичченех атте çĕр таран чăвашла тата вырăсла шутлама вĕрентнĕччĕ.

Анне те пысăк тавракурăмлă. Кăмăлĕ çемçе. Ачисенче мĕн пĕчĕкрен тăванлăх туйăмне аталантарать. Хисепе тивĕçлех вăл. Ваттисен пилĕпе пурăнма тăрăшмалла. Вĕсен пиллĕхĕнчен тухакан çын нихăçан та ырă кураймасть.

В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика