Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Именкассипе Кивĕ Ахпỹртсене _ çĕнĕ ФАП

31 марта 2017 г.

Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе 2013 çултанпа Чăваш Енте 125 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Программа малалла та тухăçлă ĕçлемелле. Тепĕр виçĕ çулта 75 модульлĕ ФАПăн алăкĕсем уçăлĕç. Вăл шутра кăçал çеç 25-шĕнче шурă халатлисем пĕрремĕш пациентсене йышăнма пикенĕç. Телее, çакнашкал савăнăç Патăрьелсене те кĕтет. Çулталăк вĕçлениччен пирĕн Именкассинче тата Кивĕ Ахпỹртре те вырăнти сиплев çурчĕсем ял илемне кỹрĕç. 2018 çулта вара çакнашкал савăнăçа Тăрăнсемпе Еншиксем пайлама ĕмĕтленеççĕ. Ку вăл шыв çине сенĕкпе çырни çеç мар, ятарлă программăна кĕнĕ факт. Урăхла каласан, ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çынсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрас, вĕсене пулăшу парас тĕллевпе ку таранччен уçăлнă ултă ФАП çумне тепĕр тăватă пункт хушăнĕ. Халăх ырлăхĕпе пурлăхĕшĕн çеç мар, сывлăхĕпе малашлăхĕшĕн те патшалăх тăрăшни куç умĕнче темелле.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика