28 марта 2017 г.
Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванова чылай çул паллатăп _ чĕрĕк ĕмĕртен те ытла-тăр. Ĕнтĕ пĕлменни юлман та темелле пек ку хушăра. Хам çеç хаçатра та ун çинчен пĕрре кăна мар ăшă сăмахсем çырнă. Анчах кашни тĕл пулмассерен çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем пĕлетĕп те, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп унран. Тахçан пĕр пысăк очеркра асăннă сăмахсем татах аса килеççĕ _ Аслă Турă çынна пĕр парсан тем те парать, теприне вара нимĕн те çук. Николай Михайловича эпĕ ĕмĕрĕпе тенĕ пекех пуçлăхра ĕçленĕ çын теттĕмччĕ. Стажне çырма вăл çамрăк чух Аслă Арапу- çĕнчи "Сельхозтехника" уйрăмĕнче пуçланă: гараж заведующийĕ, колонна начальникĕ пулнă. Никĕсĕ çинче автотранспорт предприятийĕ (ун чухне _ "Первомайское" АТП) туса хурсан _ тата яваплăрах вырăнсем _ тĕп инженер, директор. 1992 çулта ăна райцентра куçараççĕ. Кунта вăл ДРСУ тилхепине ултă çул тытрĕ. Тивĕçлĕ канăва вара автостанци пуçлăхĕн вырăнĕнчен тепĕр çавăн чухлĕ ĕçлесен, кайрĕ...
Çемçе пукан çинче кăна канăçлăн ларман иккен вăл. Кỹршĕри Именкасси ялĕнчи шкула çỹресе çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вун çиччĕ те тултарман каччă, ăна ача тесен те йăнăшмастăн, пĕр хăрамасăр-тумасăр комсомол чĕнсе каланипе хавхаланса аякри-аякри Казахстана, унти çеçен хирсенче çĕнĕ çĕр уçакан яш-кĕрĕме пулăшма тухса каять, Малтан Çурçĕр Казахстан облаçĕнче ял хуçалăх механизаци училищинче вĕренет, унтан тракторист правине, хайхи ВЛКСМ путевкипе, кăкăр кĕсйине чиксе вĕçсĕр-хĕрсĕр хирсене ỹксе сухалама тытăнать. Хĕлле кунтах вĕренсе тепĕр професси илет, вара груз турттаракан автомашина рулĕ умĕнче тăрăшать. Целинаранах ăна çара илсе каяççĕ. Çак 50-мĕш çулсен тапхăрĕ вăл пирĕн янташ пирки, хастар целинник çинчен хăй тепĕр пысăк очерк çырмалли тема!
Авланса, çемьеллĕ пулсан, водительте ĕçлекен ял ачи Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне кăнтăрла вĕренмелли уйрăма кайса кĕни, ăна ыттисенчен маларах, экстернă майпа пĕтерни, кайран тата Шупашкарта ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр пĕлỹ пухса механизаци уйрăмĕнче инженер дипломне илме пултарни вăл тепĕр паттăрлăх, тепĕр очерк хайламалли идея!
Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора кĕнĕччĕ. Кунта ларусен залĕнче хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕ пырать иккен. Республикăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă пилĕк район утарçисем пуçтарăннă. Зал туллиех. Манăн та вĕçнелле унта кĕрсе ларма лекрĕ. Маттур ăстасене наградăсем параççĕ. Ак хайхискер, Кĕçĕн Арапуç чăвашне, Николай Михайлович Селиванова та, мала чĕнеççĕ. Хăлхана чанках тăрăтатăп. "2016 çулта ирттернĕ пыл конкурсĕнче çакскер кỹршĕллĕ Каçал, Елчĕк, Шăмăршă, Улатăр, паллах, ĕнтĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ылтăн хурт ăстисем хушшинче хăйĕн пылĕн пахалăхĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă-мĕн. Маттура çакна çирĕплетекен диплом тата хаклă парне пачĕç. Калаçса кайрăмăр та ман пĕлĕш мĕн çамрăкранах хуртсен çемйисене тытнине пĕлетĕп. Ку çеç те мар, ăмăртăва хутшăнса чап та илет тата хăй. Хурт-хăмăрпа ĕçлесси вăл тĕлĕнмелле пысăк ăсталăх иккенне шута хурсан тата уйрăм статья çырмалла!
Тата тепĕр пултарулăхĕ çинчен те асăнмасăр иртейместĕп. Ĕненмелле те мар пек... Николай Михайлович купăсçă та. Икĕ пиччĕшĕпе пĕр шăллĕ мусăк инструменчĕсене хăш енчен тытмаллине те пĕлмен пулсан, Селивановсен çемйинчи виççĕмĕш çак ывăл çамрăкранах купăс каланă, пушă вăхăтра алран та яман. "Çамрăк мăшăрсем пĕрлешнĕ чухне туя е çăнăхтана вăйçа çỹренĕ. Çĕнĕ юрă илтсенех астуса юлатăп. Купăс тытсан вара пỹрнесем хăйсемех çав кĕвве кăлараççĕ,_ йăл кулать Николай Михайлович. Ăшра шутлатăп _ хаçатçăсем валли ку тата интереслĕ. Телекурав валли вара _ "Янра хут купăс!" передача. Ултă çул каялла вăл тем ыйтупа Патăрьелне килсен, "Поддержка" ятлă патшалăх страховани компанин районти уйрăмĕ вырнаçнă тĕле пырса тухать. Ку учрежденинче агента вырнаçма та май пур иккен.
_ Тĕлĕнмелле пек те, Мария Васильевна начальник хапăлласах йышăнчĕ,_ аса илет ман пĕлĕш._ Малтан вăл компанин кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Эп хам ĕмĕрĕпе тенĕ пек пĕртен-пĕр Госстраха кăна пĕлнĕ. Урăхла страхлакан пуррипе пит интересленмен те. Районта ăна йĕркелесе яни чылай вăхăт-мĕн. Кăтартăвĕсем те аван. Кăмăллă калаçакан хĕрарăм çав самантрах ĕçе кĕме хут çыртарчĕ. Çапла эпĕ пĕр шутламан-туман çĕртен тенĕ пекех пỹлĕмрен кунти коллективăн пĕр членĕ пулса тухрăм. Çак çула суйласа илнишĕн паян кун та нимĕн чухлĕ кулянмастăп...
Иртнĕ çул çак тытăма улăштарса страхлакан наци компанине туса хучĕç. Халăхра ăна халĕ НАСКО (Национальная Страховая Компания) ятпа пĕлме пуçларĕç те ĕнтĕ.
Николай Михайловича таçта та тĕл пулма май пур _ Патăрьел районĕнче те, Шăмăршă тăрăхĕнче те, Каçал енте те. Шупашкарта стахланакансем те тупăнаççĕ уншăн. Вăрттăнлăх кунта çук темелле _ ятран пĕлекен темĕн чулĕн. Хăйĕн те пĕлĕш пайтах. Пытарар мар, агент палланă е палламан çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах ку та сахал иккен-ха.
_ Клиентсене эпĕ шăматкунсемпе вырсарникунсенче тупма тăрăшатăп. Эрне варринче ирпе ĕçе васкаççĕ, каç кỹлĕм кăна таврăнаççĕ. Темле шырасан та тупаймастăн. Тĕл пулсан та вăхăчĕсем сахал. Çавăнпа эп çав кунсенче кĕрĕк арки кăна йăваласа лармастăп, автомашинана хускататăп та килĕсене васкатăп. Праçниксем те ман валлиех, ун чухне çынсен кăмăлĕсем ырă, _ пытармасть хăйĕн вăрттăнлăхĕсене Николай Михайлович.
Страхлас тесен, темле май та пур хальхи саманара. Анчах нумай чухне ял çынни çурт-йĕрпе хуралтăсене, мунчасене пушартан, çил-тăвăл аркатнинчен, аçа çапнинчен, çуркунне е кăркунне шыв-шур илнинчен сыхлама тăрăшать. Паллах ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх пирки те шутлать. Хуçалăхра тытакан ĕнен те, лашан та, сыснан та, сурăхпа качакан та вилесси пулать. Автомототранспорт тени вара хальхи вăхăтра килсерен. Аварисенчен е çул-йĕр çинчи инкексенчен Турă та сыхласа пĕтереймест пулĕ. Кашнин тенĕ пек çăмăл автомашина. Трактор, автобус, мотоцикл тытакансем йышлă. Теприн пĕр карти- шĕнчех виçĕ-тăватă куçакан техника хатĕрĕ ларать. Лайăх ăнлантарсан страхлассинчен айккине пăрăнакан сахал.
Тепĕр чухне пире пĕлменни те нумай ура хурать. Акă, сăмахран, ку компанинче вĕçĕмсĕрех страхланакансене çăмăллăх парса тỹлев взносне çуллен чакарса пыраççĕ. Инкеке лекнĕ çынна документсем хатĕрлеме те пулăшаççĕ иккен, страхланă укçине те вăраха тăсса ямасăр алла тыттараççĕ.
Çаксене хăйĕн тивĕçне пурнăçланă чухне Николай Михайловичăн ĕçĕ те ăнать, пысăк çитĕнỹсем тăвать. Ветеран ĕç итогĕсем тăрăх кашни уйăхрах малтисен ретне тухать. Çавăнпах ăна республикăри компанин Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Пĕр çулхине вăл страхлакан агентсен категорийĕнчи ăмăртура республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл призер шутне кĕнĕ.
Кампани тытăмĕнчи çĕнйĕркелỹ янташ ĕçĕ-хĕлне пысăк улшăну кĕртмен. Николай Михайловича вăл çĕнĕ вăй-хăват кăна панă тесен те юрать. Вăл халĕ республика шайĕнчен тухнă темелле: НАСКОна йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ май ирттерекен конкурса хутшăнса вăл пурлăха страхлакансен номинацийĕнче Атăлçи тăрăхĕнчи (асăрхăр _ Чăваш Енте кăна мар!) конкурсра малти вырăна çĕнсе илме пултарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призсене Тутар тата Удмурт Республикисенчи Заречье тата Ижевск хулисен хастарĕсем илнине шута илсен кăна пысăкран та пысăк çитĕнỹ вырăнне хурса хакламалла. Хамăр республикăри территори управленийĕн ăмăртăвĕнче вара Николай Михайлович чи-чи хастар агентсем хушшинче палăрса "Суперагент" ята тивĕçнĕ
Кăçалхи авăн уйăхĕнче çитмĕл пиллĕк çулхи юбилейне паллă тăвакан шурсухалтан çамрăкрах ăрусен нумай енĕпе чăннипех тĕслĕх илмелĕх нумай.
Николай ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)