10 марта 2017 г.
Еншик тăрăхĕнчен паллă çын нумай тухнă. Вĕсенчен пĕринпе пуçламăш шкул-ача садне çỹрекенсем тĕл пулчĕç.
А. Мефодьев _ литературовед, педагог, паллă чăваш сăвăçи, филологи наукисен кандидачĕ, доцент. Вăл 1938 çулхи чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Автор ача-пăча валли сахал мар хайлава кĕнекене пуçтарнă: "Чăваш ача-пăча литератури", "Шăнкăр-шăнкăр шыв", "Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен ача-пăча литератури", "Аван-и, ялăм?", "Саламлаççĕ çăлтăрсем пире" (юрăсем) тата ыт. те.
Паллă çыравçа ачасем хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Çулне кура мар, илемлĕ, йăрăс пỹ-силлĕ, вашават çын тухса тăчĕ ачасен умне. Чи малтан хăна шкул музейне кĕчĕ, вăл ял историне упранипе кăмăллă юлчĕ.
Тĕл пулура писатель ачасене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, кăсăклă пулăмсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсем тимлĕ итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту пачĕç. Унăн поэзири ячĕ Сантăр Аксар пулнине пĕлеççĕ ачасем. Вĕрентекенсем ентеш сăввисене вулани, тишкерни Александр Иванович кăмăлне кайрĕ.
А. Мефодьевăн черетлĕ кĕнеки "Итле-ха, ывăлăм" ятпа 2016 çулта пичетленнĕ. Автор çак кĕнекене кашни ачана ырă сунса, пил парса, автографпа парнелесе хăварчĕ. Вĕсене тулли телей, вĕренỹре ăнăçу, çутă та таса малашлăх сунчĕ.
Çак кун ачасем хăйсене тĕлĕнмелле телейлĕ туйрĕç: мĕн тери паллă çынпа тĕл пулчĕç вĕсем! Унпа тивĕçлипе мухтанма май пуррине ăнланчĕç.
А. АЛИМОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)