Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрларĕç юррине те, эх, ташларĕç ташшине…

03 марта 2017 г.

 Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ Пикшик ял тăрăхĕнчи Еншик, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш ялĕсенче анлă программăпа концертсемпе пулчĕ. Куракансем кашни номере пысăк хавхаланупа, кăмăлтан алă çупса йышăнчĕç. Ансамбль вокалпа хореографин 4 сюитине _ "Ял тĕрленчĕкĕ", "Чăваш тĕррисем", "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан", "Пĕрле ỹснĕ тантăшсем" _ кăтартрĕç.

Уйрăм юрлакансенчен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валерий Фролов, Вячеслав Николаев, Роза Семенова, Юрий Езюков, юрăпа ташă ансамблĕн ертỹçи Анатолий Шакин концерт курма пынисене чĕрене пырса тивекен юрăсемпе, Петр Никитин баянист музыка инструментне ăста каланипе савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те.

Программăра çĕнĕ юрăсем те, халăх хушшинче анлă сарăлнисем те сахал мар. Ансамбль малашне те çак программăпа ытти ял тăрăхĕсене çитме палăртнă.

Пикшик ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем хăйсем те алă усса ларасшăн мар. Район 90 çул тултарнă тĕле ятарлă концерт программи хатĕрлеççĕ. Вĕсем те унпа ансамбль пекех тавра ялсене çитесшĕн. Апрель уйăхĕнче нумай çул культура системинче ĕçленĕ Р. Гайнетдинова аса илсе фестиваль-конкурс ирттерме палăртаççĕ.

Н. ВАХИТОВ, ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен заведующийĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика