10 февраля 2017 г.
Этемлĕх пĕлĕвĕн пуянлăхĕ _ кĕнеке. Вăл пире вĕрентекен, кирлĕ канаш, ăс паракан чи шанчăклă та çывăх юлташ. Кĕнекене уçатăн та ĕмĕрсен тĕнчине кĕрсе ỹкетĕн. Темиçе çĕр çул каялла пурăннă çынсен пурнăçне, йăли-йĕркине, ĕмĕтне пĕлетĕн. Хăвна вĕсемпе куçа-куçăн калаçнăн туятăн.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах "Чи нумай вулакан" тата "Чи нумай кĕнеке вулакан ача" конкурс ирттеретпĕр.
Еншикри вулав çурчĕн кăтартăвĕсем çапларах пулчĕç: ачасем хушшинче 4 класра вĕренекен Ангелина Ахмеевăпа виççĕмĕшĕнчи Мария Матвеева çĕнтерчĕç. Аслисенчен вара "Чи нумай вулакан" ята Николай Матвеев, Анна Иванова, Петр Кадеев пенсионерсем тата Николай Майруков тивĕçрĕç.
Н. МАСЛОВА, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)