24 января 2017 г.
Хаваслă кĕвĕ кашни çыннăн кăмăл-туйăмне çĕклеме пултарать, ачасенне вара пушшех те. Музыка сасси илтĕнсессĕнех пĕчĕкскерсем те хусканусем тума пуçлаççĕ, пичĕ çинче илĕртỹллĕ кулă выляма тытăнать. Мĕншĕн-ха апла пулсан кăмăллипе усăллине çыхăнтармалла мар, ирхи зарядкăна хаваслă кĕвĕпе тумалла мар? Çакăнпа ачасен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен шухăш-туйăмне çирĕплетме те пулать.
Еншикри пуçламăш шкул ача-сачĕн кĕске вăхăт тăмалли ушкăнне 17ĕн çỹреççĕ. Кун шăпах çакăн пек зарядкăран пуçланать вĕсен. Ачасен хавас кăмăл-ту-йăмĕ малаллахи ĕçлĕ занятисенче пысăк пулăшу парать.
Т. ФРОЛОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)