Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри кадрсене _ сцена çине

30 декабря 2016 г.

 Хирти Пикшикри ял клубне Кино тата Ĕç çынни çулталăкне пĕтĕмлетме лăк тулли халăх пуçтарăннă: ватти те, вĕтти те юнашарах. Чылай чухнехиллех культура вучахне пуçтарăннă çынсене хавхалантараканĕсем _ хисеплĕ вĕрентекенсем. Педагогсем чăн малтан Кино çулталăкне пĕтĕмлетсе иртсе кайнă пурнăçри кадрсене черетпе сцена çине кăларнă: çамрăксен паттăрлăхĕ, çерем çĕр уçма кайни, Çĕпĕр çулĕсем, аслă стройка... Тĕрлĕ профессиллĕ хастарсем пирки пĕчĕк сценкăсене черетлени те пурнăçранах. Пикшикре те ĕç паттăрĕсем, ят-сум çĕнсе илнисем пайтах. Çавăн чухнех "Çамрăк чĕресем" ансамбль ял халăхне кивĕ çула ăнăçлă вĕçлесе Экологи тата Аннепе Атте çулталăкне пысăк хавхаланупа кĕтсе илме ырă сунса куракансене юрă хыççăн юрă парнеленĕ.

Тепĕр кунхине вара каллех çак ял çамрăкĕсемпе ватăсем шкула пуçтарăннă, Маулид-Байрам ячĕпе виçĕ сурăх пусса мĕн пур ырришĕн кĕл тунă, ачасем кĕлĕсем вуланă, ырă йăлапа какайне те пурте пĕрле пайланă. Çапла пĕтĕмлетнĕ Хирти Пикшиксем иртсе пыракан çулталăка.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика