Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ кун та чунĕсем хаваслă, пурăнаç çур ĕмĕр мăшăрпа

06 декабря 2016 г.

Кĕр вăрăма кайрĕ пулин те велосипедне час алăран ямарĕ Еншикри Николай Иванович. Сĕлĕ "çимест", çунтармалли-сĕр- мелли материалсем туянса тăккаланасси çук. Тирпейлĕ тытнăран ал айĕнчи "техники" пĕртте чăхăмламасть. Кирлĕ çĕре унпа туххăмрах çитме пулать. Тỹлевсĕрех тата, сывлăх çеç кирлĕ. Хальлĕхе унăн педалĕсене тапмалăх вăй-хал çитет-ха. Пĕр-пĕр чаплă çăмăл автомашина çинчи пек спидометрĕ çеç çук. Çу каçа миçе çухрăм чупнине пĕлейместĕн. Çуркунне пулла кайма кăларать те велосипедне Н. Сурнаев хĕллехи çуна çулĕ ỹкичченех усă курать. Çырлана, кăмпана, утта, милĕке... çỹрет.

Вăр-варлăхĕ Таисия Афанасьевнăн та çителĕклех. Утма та пĕлмест пуль вăл, теççĕ ун пирки. Ури тупанĕ çĕре перĕн- местех чăнах та. Чупса çỹренĕн туйăнать. Т. Сурнаевăна ялпа миçе хут утса тухнине никам та каласа параймасть. 35 çул поч- тальонкăра ĕçленĕ вăл. Унчченрех хул урлă çакакан почта сумкки туп-тулли çỹренĕ. Килĕрен 7-8 экземпляр хаçат-журнал çырăнса илекенсем пулнă. Хĕллехи вăхăтра пĕчĕк çунашкапа туртни те асра-ха.

Саккăрмĕш теçеткене утăмланă Т. Сурнаева правуррипех правур. Мăшă- рĕпе кăçал вĕсем пĕр пахча севок акса ỹстерчĕç. Ĕни, вăкăрĕ, сурăхĕ, сысни, хурĕсем картиш тулли. Икĕ ывăлĕн çем- йине пĕрре те аш-какайсăр тăратмаççĕ. Иван ялта пурăнать пулин те выльăх-чĕр-лĕх усраттарса чăрманмаççĕ. Василий çемйи те ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе кăмăллă.

4 мăнук çитĕнет паян Сурнаевсен. Виççĕшĕ _ пăхаттирсем, ăрăва малалла тăсакансем. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел ỹснĕшĕн савăнаççĕ аслашшĕпе асламăшĕ. Ялти ывăлĕн ачине салтака ăсатнă май пил пачĕç ватăсем. Йăх сумне çỹлте тытма сунчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ Сурнаевсем. Ăрăва малалла тăсакансенчен те çавна ыйтаççĕ.

_ Мухтав, Турра, çакнашкал пăятампа пăянам тĕлне пулнишĕн савăнатпăр. Мĕн чухлĕ çăмăллăх кỹреççĕ вĕсем пире. Ачасене çитĕнтерме те нумай пулăшрĕç,_ тет Хирти Пикшикри почта уйрăмĕн ертỹçинче ĕçлекен Надя кинĕ.

Сăмах май çакна та палăртмалла, Надежда Васильевна хăй те 9 çул почтальонкăра ĕçленĕ. Çак хушăра ăна пăянамăшĕ кирлĕ сĕнỹсем сахал мар панă.

Аслисенчен тĕслĕх илмелли пурах ăрăва малалла тăсакансен. Таисия Афанасьевнăпа Николай Иванович çур ĕмĕр пĕрле шăкăлтатса пурăнаççĕ. Çак хушăра çур пăт тăварне те çинĕ вĕсем, ял çинчи сумне çухатман. Кинĕсемпе пĕр сăмахра хунямăшĕ. Килти çỹп-çапа урама кăлармаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика