08 ноября 2016 г.
Кашни çын хăйĕн пурнăç чĕнтĕрне çыхать. Эрешлесе илемлетет. Унта пурнăçа, çут çанталăка, хăй таврашĕн- чи çынсене юратни витĕр курăнать. Чунри тасалăхпа тăвăнакан "ỹкерчĕк" тус-тăвана, ял-йыша, халăха савăнтарать, ырă ятлă тăвать. Темĕнле тăрăшса шырасассăн та тỹнтер енне кураймастăн Еншикри З. Кудряшова çинче. Ытти çынсем пекех ирпе ĕçе васкать Зинаида Александровна. Районти тĕп больницăн операци сестри вăл. Куллен камăн пурнăç шăпине çеç татса пама хутшăнмалла мар-ши унăн? Планпа палăртнă икĕ операциччĕ-ха паян. Тепĕр чухне кĕтмен-туман çĕртренех тата пациентсен врачсен пулăшăвне кĕтсе çĕçĕ айне кĕме тỹр килет.
Кирек кампа та тем те сиксе тухма пултарать. Çул-йĕр çинче аварине çакланса йывăрах аманнисене -çийĕнчех пулăшу кирлĕ, аппендикса кастаракансем, йывăрпа ача çуратакансем тĕл пулаççĕ тата ытти те. Çавăнпа ĕçе минутпа та кая юлса çитмелле мар. Операци вăхăтĕнче те яваплăха çирĕп туймалла. Çакна тĕрĕс ăнланать Зинаида Александровна. Кирек хăш врачпа, ассистентпа операцине кĕрсен те хăйне лăпкă тытма тăрăшать медицина сестри. Яваплă ĕçе пуçăнакан тухтăра хăйĕн пулăшăвĕ хăçан кирлине витĕр туять. Çăмăлрах операцисенче сахалрах вăхăт иртет. Кăткăсраххисене вара 7-8 сехет те кирлĕ. Маларахри çулсенче З. Кудряшова П. Надин хирургпа ĕçленĕ. Петр Васильевич çинчен халĕ те ыррине сахал мар аса илет. Каярахпа Р. Ахметов, М. Галялетдинов, А. Петров, И. Казаков врачсен пулăшуçи пулнă. Халĕ те операцисене вĕсем тăваççĕ. Пациент сывлăхĕшĕн чылайăн кĕрешеççĕ. Кăткăс операцисем Т. Острякова анестезиологсăр иртмеççĕ. О. Мясникова аслă медицина сестри те хутшăнать унта. Чирлĕскерсемпе В. Григорьева тата М. Савинова кĕçĕн медицина сестрисем те пĕр чĕлхе тупма тăрăшаççĕ.
Ĕç условийĕ çăмăлланса пыни савăнтарать шурă халатлисене. Çĕнĕрен çĕнĕ оборудованисем туянаççĕ. Унчченрех шăмă хуçăлнине е ваннине пĕлес тесен операци сĕтелĕ умне И. Хитров рентгенолога чĕнетчĕç. Халĕ вырăнтах ỹкерчĕк тума пулать тата ытти те. Нейро, юн тымарĕсемпе ĕçлекен хирургсем те Шупашкартан килсе кунтах операцисем тăваççĕ.
Районти тĕп больница алăкне уçса кĕрсе ĕçе вырнаçни Н. Кудряшован кăçалхи июль уйăхĕнче 30 çул çитрĕ. Малтанах çамрăка прививка тăвакан пỹлĕме вырнаçтарнă. Ĕçе унта та кăткăссинчен пуçланă вăл. Пĕчĕк ачасене вăхăтран-вăхăта тĕрлĕ чиртен хỹтĕ- лесе вакцина ярасси каллех яваплă. Хĕрĕн тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура вара 3-4 уйăхранах операци тăвакан сестрана вĕренме янă. Унтанпа çак ĕçрен пăрăнман вăл.
Пурнăçра вара тĕрлĕ улшăну пулнă. Чипер хĕре Еншик каччи Александр Иванович куç хывнă. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр ялта тĕпленнĕ. Патăрьел хĕрĕ ĕçе унтан çỹреме пикеннĕ. Ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Вăхăт малаллах шунă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Иккĕшĕ савса та юратса ỹстернĕ ачисем хăйсен çул-йĕрне тупрĕç кăна мар, ун тăрăх тĕрĕс-тĕкел утма та, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăма та ăсталăхпа вăй-хăват çитерчĕç. Вĕсемпе чăннипех мăнаçланмалăх пур. Ашшĕпе амăшĕн пилне çĕре ỹкерменнине курса савăнмалла. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Килĕштерекен ĕçсене вырнаçнă. Çемьеллĕ. Ашшĕпе амăшне пĕрер мăнуклă тунă. Савăнса çеç пурăнмалла пек. Анчах...
Хурлăхлине, манма тăрăшнине куç умне кăларчĕ пулмалла аса илỹ çăмхи. Зинаида Александровна самантлăха салхуланчĕ. Çĕкленсе те киленсе пурăнмалла чухне арман чулĕ пек пусса тăракан йывăр хуйхă пĕрин хыççăн тепри тиенчĕ. Вăхăтĕнче кĕр- кĕрлесе тăнă куçса çỹрекен 5-мĕш мехколоннăра инженерта ĕçленĕ мăшăрĕ ĕçсĕр тăрса юлнă. Ăçта каяс? Мускава. Унтан сусăрланса таврăннă. Халĕ патаксăр е протезсăр утаймасть те. 10 çул çапла. _ Пурнăçăм ахаль иртмест. Кун-çул кăларса тăратнă йывăрлăх-чăрмава çĕнтерме вăй-хал çитерме тăрăшатăп.
Пурнăç вăл _ юрату, юратни вăл _ хăвна хĕрхенмесĕр çынна пулăшни, пулăшу вăл _ хăвăн мĕн пуррине çынпа пайлани, _ тет Зинаида Александровна мăшăрĕн хуйхи-суйхине çурмалла пайласа.
Александр Ивановичăн та хăйне куллен пулăшакана тав тунисĕр пуçне çемье çине тиеннĕ йывăр пĕлĕтсене сирсе яма пулăшакан сăмахĕсем яланах чĕлхе вĕçĕнче. Пĕр çуртран харăсах тенĕ пекех виçĕ виле тухрĕ Патăрьелсен: ашшĕ, амăшĕ, шăллĕ. Пурте пурăнмаллискерсемччĕ... Халĕ куççуль витĕр аса илỹсем çеç юлчĕç.
Мĕн тери тирпейлĕ çынсемччĕ чăнах та Спиридоновсем. Альтернативлă майпа район хаçатне çырăннăран Нина аппа (Зинаида Александровна амăшĕ) редакцине эрнере икĕ хутчен те кĕрсе тухатчĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра кунчаллă калушне пỹлĕме кĕриччен алăк умне хывса хăваратчĕ. Шурă пански чăлхине вараласран та шеллеместчĕ.
Еншикри тĕп килте те виле çине виле пытарма тỹр килнĕ Кудряшовсене. Çавах çыннăн малалла пурăнмаллах. Кĕтмен инкек никама та ан çулăхтăрах, теççĕ вĕсем. Черетлĕ кашни операцине Зинаида Александровна çынсен пурнăçне врачсемпе пĕрле ытларах та ытларах тăсас тĕллевпе кĕрет. Çут тĕнче çути пурне те çитет. Пурăнмалла та пурăнмалла пултăрах пурин те ватлăх кунĕ çитиччен, тет.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)