03 ноября 2016 г.
Патăрьел тăрăхĕнче чăнласах та çĕр ĕçĕпе кăмăлтан тăрăшакан ĕçченсем пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче ялсенче уйрăм çынсем хăйсен пай çĕрĕсем çинче тăрмашсах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарнине, çавна май çĕнĕ те хăтлă çуртсем хăпартнине, хăватлă техникăсем туяннине ырламалла çеç. Паян ĕçлес кăмăллă çыншăн вăл çителĕклех.
Эпĕ хам виçĕ çул каялла тăван Пикшик ялĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм. Усăсăр япăхса выртакан çĕр лаптăкне хам яваплăх çине илсе ăна акма-лартма юрăхлă турăм, апатлантартăм... Çĕр ытла гектар çĕр çинче ытларах пĕрчĕллĕ культурăсем акса çитĕнтеретĕп: урпа, сĕлĕ, хуратул. Комбайнсемпе Г. Ихсанов опытлă комбайнерпа А. Атеев тăрăшрĕç. Пахча çимĕçсене пуçтарнă чухне ытларах çемьепе ĕçлетпĕр. Кăçал виçĕ гектарта кишĕр çитĕнтертĕмĕр. Тымарçимĕçе комбайнпа кăларса тỹрех тиесе пыни ĕçе питĕ çăмăллатрĕ. Çавăнпа та ăна çанталăк пăсăличчен, вăраха ямасăр тирпейлесе кĕртрĕмĕр. Хальхи вăхăтра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ялсенче усă курман çĕрсем пирки çирĕп калать. Ку тĕлĕшпе пирĕн район администрацийĕ те кашни лаптăк çĕре ĕçе кĕртесси, унран тупăш илесси пирки тăтăшах ыйту çĕклет. Çавăнпа та çитес çул акăнман-лартăнман тепĕр çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курас ĕмĕт те пур.
А. БАГАУТДИНОВ.
Цифрăсемпе фактсем
Районта 185 фермер хуçалăхĕ. 2012-2015 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене республика паракан гранта районĕпе 28-ăн, кăçал пиллĕкĕн тивĕçнĕ.
Пилĕк çулта çемье ферми уçакан пилĕк фермер патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)