28 октября 2016 г.
Çанталăк хĕл еннелле сулăнса пынă май, çынсем хуçалăхра электрокăмакасемпе те сахал мар усă кураççĕ. Вĕсенчен вара пĕрисем юсавсăр, теприсем йĕрки-тĕркине пăхăнмасăр хăйсем ăсталанăскерсем çеç. Шăпах çакнашкал электроприборсемпе ăшăнни пушар тухас хăрушлăх патне илсе пырать те.
Вăрă вăрлать те хăварать, пушар вара самантрах ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă пурлăха кĕле çавăрать.
Хамăртан килекен сăлтавпа хуçалăхра вут-çулăм ан алхастăр, ялта пурăнакансем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнччĕр тесе районти "01" служба сотрудникĕ- сем час-часах вырăнсене тухса халăхпа профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Хальхинче районти пушар надзорĕн инспекторĕсем В. Давыдовпа А. Симуков, ВДПОн вырăнти уйрăмĕн сотрудникĕ В. Рубцовпа ПЧ_26 пушар хуралĕн начальникĕ А. Викторов Пикшик ял тăрăхĕнчи хуçалăхсенче пулса граждансемпе инструктажсем ирттернĕ, электропроводкăсен изоляци сопротивленине тĕрĕслесе çитменлĕхсе- не пĕтерме палăртса хăварнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)