Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçĕ пăрăнăçсăр иртмен, çапах пархатарлă

14 октября 2016 г.

Çак кунхине те карчăкпа шăрчăк анкартинчен кĕме пĕлмерĕç: юлнă выльăх кăшманне кăларчĕç, çулçисене ана çинчен тасатрĕç, пахчаçимĕçне управа тирпейлесе хучĕç... Тарье аппапа Петĕр тете мăшăр кăвакарчăнсем пек кăвиклетсе ĕçленĕрен, хĕвел аннине те сисмен. Кун-каçа кăштăртатса тăрмашни тăххăрмĕш теçеткене ваклама хатĕрленекен кинемейшĕн ытлашши пулнине вара пỹрте кĕрсен çеç туйса илчĕ: "Юн пусăмĕ ỹссе кайрĕ-ши?.. Пуçăм шăтарасла ыратать",_ терĕ те кил хуçи хĕрарăмĕ майĕпен чей лартса ячĕ, Надя кинĕ çырткаласа ямалли çимĕçĕсене сĕтел çине касса хучĕ. Апатланнă вăхăтрах калаçу пăрăнăçсăр иртмен пурнăç пирки куçса кайрĕ. Петр Михайловичпа Дария Макаровна Ивановсене те саманан тĕрлĕ тапхăрĕ ытти нумай-нумай ватă пекех сăпкара çеç сиктермен.

_ Паянхи пурнăçшăн чăнласах та Турра тав тумалăх пур. Кашни апатра сĕтел çи авăнса тăрать. Эпир вара, вăрçă ачисем, выçлăхран хăтăлса юлас тĕллевпе мĕн кăна çимен-ши? Сак тулли ачана тăрантма та çăмăл пулман. Пире, пĕринчен тепри вакă ачасене, анне вун тăватă тĕрлĕ курăкран шỹрпе пĕçерсе панине калатчĕ,_ сыпăнтарчĕ калаçăва кил хуçи.

Ачисемпе мăнукĕсем сĕтел тавра пуçтарăнсан пĕрре мар Петĕр тете иртнĕ пурнăçпа хальхине сăнарлать. Вун тăватă çул тултаричченех ури çине ĕне пуснă вăрçă ачин чĕринче пурнăç самай йĕр туни калаçуранах сисĕнет. Ун чухне вăл пуçласа скотник- ре, сурăх ферминче аслисемпе тан ĕçленĕ. Каярахпа колхоз ĕçне явăçнă. Алтай тăрăхне комсомол путевкипе кайса хăй "курпунĕпе" ĕçлесе илнĕ пилĕк центнер тырăшăн еплерех хĕпĕртенине паян та хавхаланса аса илет Петр Михайлович. "За освоение целинных земель" текен медаль вара унăн паянхи кунччен те ытти парнесемпе, Хисеп хучĕсемпе юнашар çемье архивĕнче чыслăн упранать. Ылтăн алăллă çемье пуçлăхĕн вĕсем çителĕклех. Столярта тăрăшнă, тракторпа çỹренĕ, мастерскойĕнче ĕçленĕ чухне те ăста тỹрĕ кăмăлтан вăй хунă.

Тĕрĕссипе вăрçă вăхăтĕнче е ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăтра кун çути курнă çынсен ăраскалĕ йĕкĕреш евĕр пĕрешкел тесе хаклас килет. Пĕр çăпала апатпа çемьере вуннăн-вуниккĕн тăранса ỹснĕскерсем хурине те, шуррине те нумай черетленĕ. Чун пулсан вара, ватăсем калашле, чул хушшинче те усранать. Паян Еншикре çỹпçипе хупăлчи пек пурăнакан Ивановсем пирки те çакнах калас килет. Кил хуçи мăшăрне, Дарья Макаровнана та никам та кĕтмен çĕртенех çăвара кĕтмел хыптарман. Пурне те хăй вăйĕпе, та- рĕпе ĕçлесе тунă. Икĕ хĕр те тăватă ывăла ура çине тăратма ашшĕ-амăшне те çăмăл пулман. Тарье аппа паян хăй те анне çеç мар, кукамай, асанне ятне илнĕ пулин те чун панă амăшĕ ывăлĕсене салтака ăсатнă хыççăн йĕре-йĕрех суккăрланнине лайăх ас тăвать. Çити-çитми пурнăç чылай çыннăн чăтăмлăхне тĕрĕсленĕ. Вăл шутра Тарьесен çемйине те. Çиме çăкăр çукки çеç мар, çие тăхăнма тумтир те пулман. Сивĕрех çанталăкра аппăшĕпе черетлесе çеç урама тухайнине каласа парать пилĕк ача амăшĕ: малтан пĕри, ун хыççăн тепри. Пĕр çулхине тата шартлама хĕл кунĕнче ачисене шăнтса чирлеттерес мар тĕллевпе ашшĕпе амăшĕ мĕнпур хуралтăна вутта татса янă... Вăрмана кайма майĕ-шывĕ те, хевти те пулман-тăр. Çак çулхине пĕчĕк пỹрт çеç Тикеш ялĕнче урамра юмахри евĕр мĕскĕннĕн сыхланса юлнă...

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Кỹршĕ ялтан качча килсе Еншикре çемье çавăрнă, хуçалăхра ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ Тарье аппапа Петя тете утса тухнă пурнăçне ял çыннисем те, пĕлекенсем те, тăвансем те ырăпа çеç хаклаççĕ: сăпайлă мăшăр, ĕçчен те пултаруллă ашшĕпе амăшĕ, юратнă та ытарайми асатте-асанне, кукамай-кукаçи. Ватăсем паян хăйсен ачисемшĕн те питне хĕретмеççĕ. Вĕсем пиллĕкĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Кинемейпе мучие (сăнĕсене кура ун пек калас та килмест. Авт) паян çич çĕртен çичĕ мăнук салам ярать. Петр Михайловичпа Дария Макаровна та вĕсен умĕнче парăмра юлмаççĕ, кашни канмалли кун та, типĕ вăхăчĕсенче ачисемпе мăнукĕ-сен сывлăхĕшĕн, ăнăçăвĕшĕн чиркỹре çурта лартаççĕ, Турă çăкăрне кастараççĕ. Паян кун та пĕр-пĕрне юратса пурăнакан 80 çулти мăшăр чун канăçне çапла тупать. Кунтан пахи мĕн пултăр-ха çĕр çинче!

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика