Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ветеранĕсем _ район мăнаçлăхĕ

15 июля 2016 г.

Çак кунсенче Шупашкарти "Энергия" стадионта спорт ветеранĕсем хăвăрт чупас тĕлĕшпе старта тăнă. Пурне те кăсăклантаракан ăмăртура иккĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн район чысĕпе мăнаçлăхне Тури Туçа тата Кĕçĕн Арапуç чăвашĕсем хỹтĕленĕ. Саккăрмĕш теçеткене ваклакан Валерий Салмин хă- йĕнпе пĕр çулхисем хушшинче кĕске метрлă дистанцие _ 400 метра _ чупса финиша пĕрремĕш кĕнĕ, вăрăм виçене _ 10000 метра _ парăнтарса вара иккĕмĕш тухнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан хастар ветеран кулленех чупса вунă çухрăм ытла çула хыçа хăварать. Валерий Иванович кăçалхи акатуй-сабантуйра та хăнасене çăмăл атлетсен йĕрĕ çинче мала тухса тĕлĕнтерчĕ. Тава тивĕçлĕ экономист хăйĕн хастарлăхĕпе вăр-варлăхне, пултарулăхне шăпах спортпа туслă пулнипе çыхăнтарать те. Çак шухăшсенех вăл иртнĕ эрнере Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă самантра та хускатрĕ. "Тĕрĕс тăватăр, маттур!" _ терĕ ун чухне те Михаил Васильевич, аслă çулхи спортсменăн малашлăх планне хак парса.

Республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă 65 çулхи Николай Григорьев вара хăйпе юнашар чупнă ветерансене чылайăшне хыçа хăварса финиша виççĕмĕш çитнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика