Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Така хуçисем _ Хирти Пикшиксем

17 июня 2016 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче çĕрпе сухапуç уявĕ пирĕн районта начар мар кĕрлесе ирт- се кайрĕ. Ырă аса илỹ, пысăк хавхаланупа шăв-шавлă вăйă саманчĕсем, çивĕч кĕрешỹ пăлханăвĕ _ хыçра. Çапах та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркеленĕ 65-мĕш Акатуй-Сабантуйăн ăшă саманчĕсем çынсенче халех сĕвĕрĕлмен-ха. Акă, сăмахран, Хирти Пикшиксемшĕн уяври пысăк эмоци çулталăк тăршшĕпех упранма пултарĕ. Кун валли сăлтавĕ пысăк. Çак ялтан кăçалхи уявра помост çине тухнă икĕ паттăр çивĕч кĕрешỹре харăсах икĕ така çĕнсе илчĕ! Кун пек пысăк савăнăç хăçан пулнине çак ялсем хăйсем те ас тумаççĕ. Вĕсенчен пĕри _ А. Порфирьев. Андрей ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çамрăксем хушшинче абсолютлă паттăр ята тивĕçрĕ. Аслисенчен вара тутарла-пушкăртла кĕрешессипе çак ялти Ильнур Махмутова парăнтараканни тупăнмарĕ. Помост çине тухнă тупăшакансене вăл пурне те çурăм çине вырттарчĕ.

Спортсменсене хатĕрлекенĕ тата вĕсен ăсталăхне туптаканĕ _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов (сăн ỹкерчĕкре). Абдулла Минзарифович спорт каçалăкĕнче чăн ăстасем ха- тĕрлеме пикенни сахал мар: 44 çул! Çак тапхăрта хисеплĕ тренер хуçалăх председателĕн- че те, спорт шкулĕн директо- рĕнче те тăрăшнă. Апла пулин те юратнă ĕçрен пăрăнмасăр сахал мар кĕрешỹçĕ хатĕрленĕ. Унăн воспитанникĕсем вуншар çеç те мар, çĕршер темелле! Сăмахран, тăватă теçетке ытларах çулта Абдулла абый Пикшикрен çеç 1232, Кĕçĕн Арапуçĕнчен 112, Именкассинчен 87, Еншикрен 52, Тикешрен 13 çамрăка кĕрешĕвĕн тĕрлĕрен вăрттăнлăхне алла илме хăнăхтарнă. Çамрăксем ирĕклĕ майпа та, классика меслечĕпе те, тутарла-пушкăртла та ăста вылянăранах район, республика чысне сахал мар хỹтĕленĕ. Çиччĕмĕш теçеткене çывхарать пулин те тренер паян та хастарлăхне чакарман-ха. Хальхи вăхăтра та спорт шкулĕн Пикшикри филиалĕнче 47 çамрăкпа ĕçлет.

Ырă ĕçĕн сумĕ курăмлă та, пысăк та. Акатуйри аслă сцена çинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацин вице президенчĕн, Владимир Семеновăн, аллинчен илнĕ юбилейлă медальпе Кубок, Хисеп грамоти Абдулла абыйăн ĕçри хастарлăхне тепĕр хут çирĕп- летсе пачĕ.

А. ЕГОРОВА.

х х х

Районти "Акатуй-Сабантуйра" спортăн тĕрлĕ ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕсем йышлăн пулчĕç. Чи кĕçĕннисем хушшинче велосипедпа ярăнса А. Марышкинапа (Упамса) А. Гусаров ("Солнышко") финиш лентине малтан касрĕç. Ỹсĕм çỹлĕпе шута илсен Т. Юрмина, А. Ильин (Нăрваш Шăхаль), С. Осипов, А. Кудрявцева (Турхан), В. Соколов (Нăрваш Шăхаль), К. Ларкузов (Турхан) ăсталăхне палăртмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика