13 мая 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине эпĕ 1944 çултан ас тума пуçланă. Аннесем куççуль юхтарса аттесене кĕтетчĕç. Телее, кил хуçине киле таврăнма пỹрнĕ иккен. Аманнăскер тата чирлĕскер 1947 çулта килчĕ. Аттен кĕçĕн шăллĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă. 74 çул пĕлеймесĕр хыпар кĕтрĕмĕр. Аттепе манăн аслă пичче çине тăрсах шырани те шанăç памарĕ. 2015 çулта вара çак ĕçе хам çине илес терĕм. Çар комиссариатне, Раççей Федерацийĕн хỹтĕлев министерствин тĕп архивне çырса пăхрăм. Тивĕçтерекен хуравсем пулмарĕç. Юлашкинчен Раççей Президенчĕ В. Путин патне ыйтупа тухрăм. Савăнăçăм çитрĕ.
Илюк пичче 1923 çулта çуралнă. 1942 çулта çар ретне тăнă. Анне сăмахĕсем тăрăх малтанхи вăхăтра аттерен те, унран та виç кĕтеслĕ çырусем килнĕ. Çар хатĕрленĕвĕ хыççăн вăл Сталинград çапăçăвне лекнĕ. Аманнă. Куçса çỹрекен госпитальпе Тверь облаçне çитнĕ.
Архив справкинче Еншикре çуралса ỹснĕ 758-мĕш стрелоксен полкĕн рядовойĕ Илья Петрович Шакаев сурансене пула 1942 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче вилни, ăна Зубцовски районĕнчи Старое ялĕнчен 2 çухрăмра вăрман çывăхĕнчи тăванла масарта пытарни паллă.
Паянхи кун çак вырăнсене тĕпчени паха. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем "Асăну вахти - 2016" ушкăн йĕркеленĕ. Унти 10 çын шăпах ман пиччене пытарнă вырăна тухса каять. Ушкăн ертỹçипе çыхăнма та май килчĕ. Вĕсенчен хурав кĕтетĕп. Пиччепе пĕрле çав масарта тепĕр чăваша пытарни те паллă.
Унти вил тăприне тăван ене илсе килес шухăш пур. Çакă манăн тивĕç те тесе шутлатăп.
В. ШАКАЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)