19 апреля 2016 г.
Еншикре Чăваш Республикинче мала тухассишĕн тата "Урожай" физкультурăпа спорт обществин чемпионачĕпе, шкулсен, ял тăрăхĕсен спартакиадипе килĕшỹллĕн тĕнче класлă спорт мастерĕн Ф. Краснова призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта республикăри районсемпе хуласенчи 500 ытла спортсмен хутшăнчĕ. 236 çăмăл атлечĕ Юхма енсен пулчĕ.
Старта тăракансене республикăри спорт министрĕн çумĕ Б. Атаманов, район администраци пуçлăхĕн çумĕсем М. Айзатулловпа Л. Кузнецов, олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ А. Иванова, Ф. Краснова, ФСК "Паттăр" ертỹçи А. Краснов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Мефодьев саламларĕç.
1999-2000 çулсенче çуралнисенчен 2000 метра чупса Ишлĕри К. Карзаков (пĕрремĕш тренерĕ М. Прокопьев), юниорсем хушшинче 3000 метра Первомайскинчи М. Киргизов (тренерĕ Л. Никитин) ылтăн медальсене тивĕçрĕç.
Ỹсĕм çулĕпе илсен 500 метра чупса К. Петухова (Первомайски), В. Казанцев (Аслă Чемен), 1000 метра _ К. Фроловапа С. Макаров (Аслă Чемен), 2000 метра _ Н. Никитина (Первомайски), Е. Сюзюкина, Г. Капитонова (Аслă Чемен), 500 метра _ П. Логунова (Тăрăн ял тăрăхĕ), А. Семенов (Аслă Чемен), Т. Давыдов (Турхан), Н. Григорьев (Пикшик), В. Салмин (Туçа) финиша малтан кĕчĕç.
Тивĕçлисем грамотăсем, медальсем, парнесем илчĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)