Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашласа ĕçлессине тĕпе хураççĕ

22 марта 2016 г.

Хирти Пикшикри вăтам шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес енĕпе юлашки çулсенче лайăх енĕпе палăрать. Çакă та пĕлỹ тĕнчине кĕрекенсене савăнăç кỹретех. Вĕренỹ çурчĕ хăтлă та илĕртỹллĕ пулни çитĕнекен ăрăва хавхалантарать. Анчах çĕнĕлĕхне те, хăтлăхне те тытса пыма тăрăшмалла-çке. Çуртра куллен пăта çапмалла теççĕ мар-и-ха? Çакна шута илсе ĕçе пикенчĕ те çĕнĕ ертỹçĕ И. Камалетдинов.

Малтанах вăл икĕ кабинетри доскасене улăштарчĕ. Пурăпа çырсан та япăх курăнать пулсан ачасене мĕнле çĕнĕ тема ăнлантарăн? Унтан патша та çуран çỹренĕ "вырăна" тирпейлеттерчĕ. Малашлăхра ăна шалах тутарасшăн. Сметине ха- тĕрлеттернĕ. Пионер пỹлĕмĕн чỹречине пластикпа улăштарни те курăмлă. Çак ĕçсене пурне те педагогика коллективĕпе тата ачасен ашшĕ-амăшĕн обществăлла канашĕпе (ертỹçи И. Кисеев) сỹтсе явса туни пĕлтерĕшлĕ. Курăмлă пулăшу паракансем пурри савăнтарать. Акă çывăх вăхăтра ачасем валли "Зарница" çарпа патриотла вăййа хутшăнма çĕнĕ тум çĕлеттересшĕн. Шухăша ырлакансем йышлăн тупăннă. Çывăх кунсенче çĕвĕçсене заказ парасси çеç юлать тата ытти те.

Кирек хăш ĕçе те халăхпа сỹтсе явни вырăнлă. Çавна май Илдар Арифуллович вĕсен умне отчетпа тухрĕ. Малтанах ертỹçĕ вĕренỹ ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăма тăрăшрĕ.

Çур çул иртсе кайнине сисмерĕмĕр те. Тепĕр 2 уйăхран вара вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсен патшалăх экзаменĕсене тытмалла. Коллективра 35 педагог вăй хурать, вĕсенчен 32 _ аслă пĕлỹл- лĕ, 31-шĕ аслă тата пĕрремĕш категориллĕ. Пĕрин "Раççей Федераци вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", иккĕшĕн "Чăваш- Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" тата çавăн чухлех "Çутĕç отличникĕ" хисеплĕ ятсем тата ыттисем те пур.

Шкулта 17 класс комплектра 5 ялтан 197 ача вĕренет. Вĕсене пĕр автобус турттарать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче алла аттестат илнĕ ачасенчен çурри ытла аслă вĕренỹ заведенийĕсене çул тытнă. Çакă хăйех çитĕнекен ăру пĕлỹ тĕнчин çирĕп никĕсне хывма тăрăшнине çирĕплетет. 9 класс хыççăн 18 ача професси пĕлĕвĕ илме шут тытнă. Хĕрсемпе каччăсене пурнăç çулĕ çине кăларма тивĕçлĕ хатĕрлес ĕçре тĕрлĕ кружок ĕçлени, ра- йон, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Иртнĕ çул 9 çĕнтерỹçĕпе 5 призер пулнă. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тивĕçлĕ тытни педагогсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те савăнăç ĕнтĕ. Анчах унччен мĕн чухлĕ тар тăкмалла. Урокра темăсене тишкернисĕр пуçне халĕ педагогсем ачасемпе уроксем хыççăн та хушма занятисем, консультацисем ирттереççĕ. Математикăпа З. Земдиханова, Ф. Чернова, вырăс чĕлхипе Т. Сурнаева, обществăпа, географипе Э. Молотков тата ыттисем те хăйсен вăй-халне те, вăхăтне те шеллемеççĕ.

"Шкул вăл çынна аталантармалли тата воспитани памалли тепĕр тапхăр. Вĕрентекенсем пĕчĕк çынна ун умĕнчи пурнăç мĕнлерех анлă та тĕрлĕ енлĕ пулнине уçса параççĕ. Ачасен таланчĕпе пултарулăхĕ шăпах кунта пуçласа палăраççĕ, кунтах ĕç çыннин пуласлăхĕ никĕсленет", тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Çакна мала хурса та коллектив çитĕнекен ăрăва ĕç патне явăçтарассипе тимлет. Помидор, купăста, чечек вăррисене акнă ĕнтĕ. Вĕсем шăтса тухнă. Çанталăк ăшăтсан вара пахчана кăлараççĕ. Хăйсем аллипе çитĕнтернĕ çимĕçсем шкул столовăйĕнче усă курма кайĕç. Апат пахалăхне лайăхлатма, ăна йỹнетме те пулă-шать вăл.

Ачасене аслă ăрурисен ырă тĕслĕхне мала хурса воспитани пама тăрăшаççĕ. Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕнче тĕрлĕ професси çыннисен тĕл пулăвне йĕркелесси пур малашлăхра. Шкул музейĕ те экспонатсенчен пуян. Ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи мероприятийĕсем пурне те çывăхлатаççех. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" çине те пĕрле тăчĕç вĕсем.

Сывă пурнăç йĕрки тытăнса пырăнать шкулта. Ирсерен вĕренекенсем зарядкăна тăраççĕ. Наркомани, пирус туртни, алкоголизм организма сиен кỹни çинчен медицина ĕçченĕсем калаçусем йĕркелеççĕ. Ачасем тĕреклĕ хул-çурăмлă та пур енлĕн аталанса ỹсни пуриншĕн те паха.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика