15 марта 2016 г.
Ĕлĕкхи йăлапа, ывăлăн тĕп киле тăрса юлмалла, ашшĕ-амăшне пăхмалла пулнă. Халь вăл манăçа тухса пырать, çамрăксем ытларах чухне уйрăм пурăнма тăрăшаççĕ. Пĕр çуртра ик-виçĕ ăру пĕрле килĕштерсе пурăнакансем тутарсем хушшинче нумайрах тесен те тĕрĕсрех пуль. Хирти Пикшик- ри Вахитовсемпе паян хаçат вулаканĕсене паллаштарасшăн. Çак çемьере чăннипех те ăнланулăхпа килĕшỹлĕх хуçаланать. Кунта аслисем яланах хисепре. Çамрăклăх хăналăх кăна пулнине, ватлăх никамран та пăрăнса иртменнине ăнланаççĕ. Çавăнпах Сания Фазылзяновнăпа мăшăрĕ, Ришат Арифуллович, хăйсен тăватă ачине те _ Диняна, Динара, Зиляна, Ильшата _ асламăшне сума сума пĕчĕклех вĕрентнĕ.
_ 30 çула яхăн пăянампа пурăнатăп. Нихăçан та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кỹрентерсе курман. Унăн та, манăн та кăмăл юлнă вăхăтсем пулнă пуль, анчах хирĕç чĕнмен. Кашни ĕçе пĕрле канашласа тунă. Эпĕ çак тарана çитсе упăшкан амăшĕсĕр пĕччен чей те ларса ĕçмен. Вăл юнашар пулмасан шыв та чуна пымасть пек. Халь кин те çаплах. Вăл мана "анне" тесе çеç тăрать, _ кăмăллăн калаçăва пуçарчĕ Сания Фазылзяновна. Сăмах май, пилĕк çул каялла Динар ывăлĕ Каçал тăрăх хĕрĕпе çемье çавăрнă. Ырă кăмăллă хĕрарăма Турă шăпах хăйĕн пек кин панă. Паян виçĕ ăрури хĕрарăм шăкăл-шăкăл калаçса килĕштерсе пурăнаççĕ. Ватлăха пула 92 çулти Зейнеб аппа ăсĕ арпашăннипе аптăрать, çавна май йăнăш тă- васси те пулкалать, анчах нихăшĕ те ăна сив сăмах каламасть. Ĕмĕр тăршшĕпе колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă хĕрарăмăн тумĕ тап-таса. Шап-шурă тутăр çыхнăскер тирпейлĕ çеç ларать. Çак ватă хĕрарăм пирки телейлĕ тесех калас килет, вăл икĕ кин хỹттинче пурăнать. Ăна хисеплеççĕ, ĕçтереççĕ-çитереççĕ, мунчара çăвăнтараççĕ. Кун пек чыс пурне те тивĕçмест. Çемьере пĕр чĕлхе тупайманнипе вăрçăнса та хирĕçсе пурăнакансем сахалăн-им халь?
_ Анне асаннепе мĕнле калаçнине куратăп та _ хам та ун пек пулма тăрăшатăп. Хăть мĕн пирки те унпа канашлатăп. Вăл мана хăйĕн хĕрĕ вырăннех йышăнать, çакă питĕ савăнтарать. Тĕп килте пурăннă май тăвансем килсех тăраççĕ, ун пек чухне иксĕмĕр пĕрле апат-çимĕç хатĕр- летпĕр. Анне пурне те ăшшăн йышăнать, кучченеç парса ярать. Эпĕ татах унран тĕслĕх илетĕп.
Мăшăр ман çемьере ывăлсенчен асли, çавна май уйрăлса тухма тивет. Атте-анне пулăшнипе тата иккĕмĕш ачашăн паракан амăшĕн капиталĕпе усă курса кирпĕчрен çурт купаларăмăр. Малашне вĕсене хирĕçлех пурăнма пуçлăпăр, _ тет Танзиля. Çамрăк кин тутлă çимĕçсем хатĕрлеме питĕ ăста. Кĕçĕн ачипе декрет отпускĕнче ларнă май кукăль, пончик, печени час-часах пĕçерет. Кил-çуртри тирпейлĕхшĕн те тăрăшать. Кам та пулин каласса е хушасса кĕтсе тăмасть _ тытать те тăвать. Вахитовсем выльăх- чĕрлĕх те йышлă тытаççĕ. Вĕсене те икĕ кин пĕрлех пăхаççĕ. Пăянамăшĕпе кинĕн тăпри чăннипех те пĕр тесе калама пулать Сания Фазылзяновнăпа Танзиля çине пăхсан.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)