Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр

27 февраля 2016 г.

Хирти Пикшик каччи Фирдус Камалетдинов ячĕпе шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йĕркеленĕ турнир йăлана кĕнисенчен пĕри. Кăçал спортсменсем çирĕм пĕрремĕш хут спорт мастерĕн кандидачĕ, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ салтак ячĕпе помост çине тухрĕç.

Чăн малтанах çакна палăртса хăвармалла. Районти чи хисеплĕ турнирсенчен пĕри шутланакан ăмăрту пĕлтерĕшĕ çултан çул ỹссе пырать. Кăçалхи турнира та ăмăрту хуçисемсĕр пуçне Ульяновск облаçĕнчи, Канаш, Комсомольскипе Шăмăршă районĕсенчи, тĕп хуламăрти _ Шупашкарти _ спортсменсем те хутшăнчĕç. Турнирта 150 яхăн спортсмен кĕрешỹ маçтăрлăхне кăтартма пултарчĕ. Яланхиллех вăйлинчен вăйлисем куçса çỹре- кен кубока, призерсем вара тĕрлĕ степеньлĕ дипломсене, парнесене тивĕçрĕç.

Чечня вăрçин синкерлĕхне пула пурнăçне татнă паттăр салтака, пултаруллă спортсмена чыс тума Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКан спорт залне спортсменсем те, вĕсен ăсталăхне курма килнисем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Тĕпрен илсен турнира хутшăнакансем пĕрре мар çак помост çинче пи- çĕхнĕскерсем. Вĕсенчен чи кĕçĕннисем, кăçал пуçласа кĕрешỹ мелĕсене хăнăхаканскерсем, чи çăмăллисем _ 20 килограмлăскерсем çеç-ха...

Спортсменсен парадне хутшăннисене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов чăн малтанах Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ ячĕпе саламларĕ, пурне те Фирдус пек çирĕп кăмăллă, тĕреклĕ ỹсме, спортра сулмаклă çитĕнỹ тума ырă сунчĕ, йăлана кĕнĕ турнира çỹллĕ шайра тытса пынăшăн, пархатарлă ĕçшĕн Камалетдиновсен çемйине чун-чĕререн тав турĕ. "Ĕç çынни çулталăкĕнче кашни çемье çапла тăрăшса ĕçлесен районта çитĕнỹ пулатех",_ палăртрĕ вăл. Турнира хапăл тунă хăнасем те йышлăн пулчĕç: республикăри çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕ Е. Семенов, "ДЮСШ "Паттăр" директорĕ А. Краснов, Патăрьел тата Пикшик ял кăлависем А. Моисеевпа В. Мефодьев, Патăрьел ентешлĕх председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, физкультура ĕçченĕ В. Семенов, Фирдусăн тăванĕсем, юлташĕсем тата ыттисем те. Вĕсем пурте турнира хутшăнакансене ăнăçу тата пысăк ăнтăлу сунчĕç. "Мирлĕ, вăрçăсăр меслетпе çеç хирĕç тупăшакана хул лапатки çине вырттармалла пултăр" _ çапла пил пачĕ спортсменсене Ижевскран ятарласа турнира кашни çул хутшăнакан тăванĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ И. Мануров. Фирдусăн ашшĕ Абдулла абый çамрăксене спортпа туслă пулни çеç çынна хул-çурăмран тĕреклĕ, ăс-тăнран пуян пулма пулăшнине палăртрĕ. Вăхăтĕнче ывăлĕ тăваттăмĕш класра помост çине тухнă пулсан, Чă- ваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов тăрăшнипе тата пуçарнипе пулас салтаксем пĕрремĕш класранах кĕрешỹ мелĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн воспитанникĕсем кăçалхи турнирта та вунтăватă виçе категорийĕнчен пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине улттăн хăпарма тивĕçрĕç! Командăпа илес пулсан та Хирти Пикшик спортсменĕсене çитекенни пул- марĕ.

ĂМĂРТУ ÇĔНТЕРỸÇИСЕМ:

Хирти Пикшикри К. Сурнаев (20 кг), Б. Падмуков (25 кг), М. Сурнаев (28 кг), З. Пешнев (50кг), А. Чашкин (69 кг), А. Порфирьев (74 кг), Патăрьелĕнчи Н. Айзатуллов (54 кг), Сăкăтри А. Муллин (58 кг). Ытти ултă ушкăнпа вара малти вырăнсене Канашсемпе Тутар Республикинчен килнĕ хăнасем çĕнсе илчĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика