Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăр кăнтăрла Пикшиксене пушар шар кăтартнă

18 февраля 2016 г.

ИРТНĔ шăматкун Хирти Пикшиксем тăр кăнтăрлах ял çийĕн хура та çăра тĕтĕм явăннипе шарт сикнĕ. Фетхи Бурнаш урамĕнче пурăнакан Валитовсен хуçалăхĕ сасартăк вут серепине çакланни ватти-вĕттине те хыпăнтарса ỹкернĕ. Хуралтăн пĕр кĕтессинчен хыпса илнĕскер, туххăмрах унталла та кунталла сарăлса пысăк вăй-хăватпа çурта та ярса илнĕ... Пушар машинисем май пур таран тăрăшни те ăна тăруках лăпланма паман.

Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкек электровыключатель юсавсăр, юрăхсăр пулнăран амаланса тухнă. Кил хуçисем çурт-йĕрне инкек-синкекрен страхламан. Çавăнпа та нимĕнле страхлакан организаци те тăкака саплаштарма пулăшаймĕ.

Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа районти "01" служба сотрудникĕсем пиллĕкмĕш хут вутпа куçа-куçăн кĕрешрĕç. Пикшик ял тăрăхĕнче çеç вăл иккĕмĕш пулчĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вара сакăр пушар пулнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика