30 января 2016 г.
Кам ытларах вулать, çав нумай пĕлет. Çапла вĕрентет ваттисен сăмахĕ. Вулани çынна шухăшлама, чунпа пуян пулма, астăвăма лайăх çирĕплетме пулăшать. Ачасене кĕнекене юратма, вулав культурине хăнăхтарма вĕрентесси кăткăс ĕç. Ăна пысăк та çỹллĕ шайра йĕркелесе пырсан çеç юмахсемпе калавсен тĕнчин пĕлтерĕшĕ шкул ачин пурнăçĕнче вырăнлă пулма пултарать. Кĕнекене алла тытсан çеç çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-туйăмĕ хускалать, йĕркеленет, вăл ырăпа усала уйăрса илсе тĕрĕс те такăр çул çине тăрать.
Ачасене кĕнекепе тĕрĕс ĕçлеме вĕрентесси çирĕп ыйтусенчен пĕри. Шкулта литература урокне ертсе пынă май тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме тăрăшатăп: выставка, конкурс, диспут, КВН... Вырăнта ирттернĕ "Хăвăрт вулав" конкурсра вырăслипе Э. Хуснетдинова, Л. Тухфетуллова чи хастаррисем пулчĕç. Чăвашлипе К. Филипповапа П. Петров палăрчĕç. Тутарла вуласа Л. Каштанова çĕнтерме пултарчĕ.
Кĕнеке вăл лайăх юлташ та, çывăх тус та. Çавăнпа та ачасен вулав культурине малашне те ỹстерсе пыма тăрăшатпăр.
Т. СУРНАЕВА. Хирти Пикшикри вăтам шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)