23 января 2016 г.
Чăваш литературин пултарул- лă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Еншикре çуралса ỹснĕ Александр Иванович Мефодьев доцент тăван литература ыйтăвĕсене тĕпчесе шкул тата аслă шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем валли нумай кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Чăваш литература критикин анине самай вăхăт сухалакан тĕпчевçĕ тăван сăмахлăх тĕпчевçисен хушшинче хăйĕн ят-сумне çĕнсе илме пултарчĕ, литературоведенинче хăйĕн çирĕп шухăшĕпе, тарăн тĕпчевĕпе, анлă тавракурăмĕпе палăрчĕ. Уйрăмах, Александр Ивановичăн ăслăлăх ĕçĕсем илемлĕ те уçă чĕлхепе, çав вăхăтрах наука чĕлхин пур нормине те пăхăнса йĕркеленĕ илемлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Калас тенĕ шухăша тавраран çаврăнса, ăслăлăхри пур çитĕнĕве шута илсе пĕтĕмлетни, тĕпчевçĕ чăвашсен авалтан пыракан йăли-йĕркине уяни çеç мар, тытăннă ĕçе тĕплĕн тума юратнинче кураççĕ унăн пултарулăхне ăсчахсем.
Мефодьев Алексадр Ивановичăн тĕпчев ĕçĕсем нумай енлĕ: вăл чăваш литературин историне унăн аталанăвĕн хăйнеевĕрлĕхне сăнать, уйрăм çыравçăсен пултарулăхне тишкерет. Хăй чăннипех те пултаруллă наука ĕçченĕ пулнине Мефодьев паллă чăваш çыравçин Алексей Филиппович Талвир пултарулăхне тĕпчесе çирĕплетсе пачĕ. 1996 çулта "Алексей Талвир пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен" ăслăлăх кĕнеки пичетлесе кăларчĕ. Александр Ивановичăн пурнăç çулĕ пархатарлă та сумлă. Пурнăç тăршшĕнче тĕрлĕ çĕрте вăй хума тивнĕ ăсчахăмăрăн. Культура ĕçченĕ те, хаçатçă та, парти тытăмĕн çынни те, вĕрентỹçĕ те, ăслăлăх ĕçченĕ те, илемлĕ фильмсен тексчĕсен куçаруçи те. Вĕсенчен пĕрне тепринчен уйăрса ĕçлемен вăл. Кунта çакна палăртма кăмăллă. Александр Иванович пултаруллă краевед та. Вăл тăрăшнипех 2006 тата 2010 çулсенче икĕ томран тăракан "Патăрьел энциклопедийĕ" кун çути курчĕ.
Мефодьев ăсчахăн чăваш литература критикинчи тепĕр паллă пулăмĕ вăл чăваш ача-пăча литературине тĕпчесе çырнă ăслăлăх ĕçĕсем. 2008 çулта ăсчах "Чувашская детская литература: истоки, возникновение, формирование" монографи пичетлесе кăларчĕ. Александр Иванович яланах пикеннĕ ĕçе вĕçне çитерме пултарнипе палăрнă. Чăваш ача-пăча литературин пуян та кăсăклă историне тĕплĕн те паянхи ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса 2011 çулта "Чăваш ача-пăча литератури. 40-50-мĕш çулсем" черетлĕ тишкерĕвĕ студентсемпе вĕрентекенсем патне çитрĕ. 2013 çулта ХХ ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенчи ача-пăча хайлавĕсен хăй- евĕрлĕхне тĕпчесе хак пачĕ, "Чăваш ача-пăча литератури. 60-70-мĕш çулсем" тĕпчевĕ кун çути курчĕ.
2014 çулта "Чăваш ача-пăча литератури. 60-80-мĕш çулсем" монографи пичетленчĕ. 2015 çулта вулакансем патне çитнĕ "Чăваш ача-пăча литератури: хальхи тапхăр" монографи вара çичĕ çул хушшинче кăларнă тă- ваттăмĕш монографи.
Çапла вара, чăваш ача-пăча литератури тĕпчев ĕçне А.И. Мефодьев çав тери туллин, ăнланмалла чĕлхепе çырса кăтартнă. ХХ ĕмĕрĕнче чи тухăçлă та вăйлă аталаннă тапхăрне паянхи ăслăлăх литератури ыйтнă пек çырнă. Мефодьев ăсчахăн ĕçĕсем типĕ наука чĕлхинчен уйрăлса тăраççĕ. Кĕнекесем паянхи чăваш литературипе кăсăкланакансене, студентсене, аслă шкул педагогĕсене, шкул учителĕсене килĕшессе шанса тăратăп.
Н. ОСИПОВ, чăваш литература кафедрин доценчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)