16 января 2016 г.
Кĕçĕн Арапуç ялĕ 16-мĕш ĕмĕрте пуçланса кайнă. Историксем палăртнă тăрăх вăл Аслă Арапуçĕнчен уйрăлса сад вырăнне килсе ларнă. Çавăнтанпа ăна "Кивкас" ят панă. Паянхи ял вырăнĕнче хырлăх ỹснĕ. Кивкассем унта выльăх усранă, кĕтỹ таврашĕ пулман. Çисе тăрансан вĕсем хăйăр çине хĕвел ăшшине тухса выртнă. Кивĕ кас вырăнĕ йĕперех пулнăран халăх та çак хырлăха куçса килет. Паянхи кунчченех унта пурăнатпăр.
Иван Капитонович Пестров каласа хăварнă тăрăх, малтанхи Кĕçĕн Арапуç çыннисем тырă акнисĕр пуçне хальхи хырлăх хĕрринчи çереме пăсса кантăр çитĕнтернĕ. Çĕнĕ çĕртен-ши, вăл питĕ вăйлă ỹснĕ. Кантăра акма сăлтавĕ те лайăх пулнă, мĕншĕн тесен ял хĕррипе Шурутка шывĕ юхса выртнă. Çакăнта ăна хутнă, типĕтнĕ, тылăпа тылланă, сỹс тунă, арланă, тĕртнĕ, тумтир çĕлесе тăхăннă.
Тăван ялăм, савнă ялăм! Санăн тертлĕ пурнăçу урăхланчĕ, çыннусем те ылмашрĕç. Сан çине паян пăхсан эсĕ çамрăк, патвар, ĕçчен, пултаруллă. Тавракурăму ỹсрĕ, пĕр такăнмасăр малалла утма пултаратăн, кирек хăш йывăрлăха та чăтса ирттеретĕн. Куллен çĕнĕ пурнăç ни- кĕсне хыватăн.
Çул хыççăн çул, кун хыççăн кун иртет. Ялта 1930 çулсенче коллективлă хуçалăх йĕркеленĕ. 1941 çулта тăван çĕршыва фашистла Германи вăрçăпа тапăнса кĕрсен Кĕçĕн Арапуç ывăл-хĕрĕ алла хĕç-пăшал тытса вăрçа хутшăннă. Вăл çухатусăр пулмарĕ. 72 салтак киле ашшĕ- амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем патне- каялла таврăнаймарĕ. Вăл шутра Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ Семен Трофимович Хитров та. Вăрçă çамрăк ачасене тăлăха тăратса хăварчĕ.
Эпир çамрăк чух урамсемпе çара уран миçе çухрăм чупман-ши? Мĕнле кăна вăйă выляман-ши? Çулăн икĕ айккипе симĕс курăк ешерсе яла илем кỹретчĕ. Лаштра йăмрасен сулхăнне ватăсем пуçтарăнатчĕç те пурнăçăн кăткăс ыйтăвĕсемпе пĕр-пĕринпе канашлатчĕç. Кашни хуçалăх пахчинчех улма йывăççисем ешеретчĕç.
Шел, паянхи кун ял илемлĕхĕ, тирпейлĕхĕ, халăха çунат хушма май паракан вăйĕ, кашни çын чĕрине хумхантаракан мăнаçлăхĕпе илемĕ çухалса пырать. Айăплисем хамăрах. Урамсене, ешĕл çереме трактор, автомашина, ытти ял хуçалăх техники çĕмĕрсе пĕтерчĕ. Çуртсем таврашĕнче тимĕр-тăмăр куписем хуçаланаççĕ. Вĕсене утилизаци урлă пĕтерме май çук пек. Лаштра йăмрасене касса пĕтернĕрен асатте-аттесем туса хăварнă илеме малалла тăсаканĕ юлманпа пĕрех. Ĕлĕкхи ватăсем йăмрасене илемĕшĕн çеç лартман, пушар пулас пулсан вут-кăвар ытти хуçалăхсене сиксе ан ỹктĕр тенĕ.
Суйлавсем иртнĕ вăхăтра хăш-пĕр депутат пулма тăратнă кандидатсем çул, шкул, ача са- чĕсем, пĕвесем тăватпăр тесе халăха шантараççĕ. Ку вăл хăпартланса калаçни çеç. Вĕсене тăвасси бюджетпа çыхăннă. Çав вăхăтрах хăйсем çĕр тата транспорт налукĕсене тỹлеменнисен шутĕнче.
Ман шутпа депутатăн халăх шанăçне тỹрре кăларас тесен хăйсен пахчине çимĕç паракан йывăçсем, урама илем кỹрекеннисем, лартсан питĕ лайăх. Ун хыççăн çак ĕçе кỹршисене явăçтармалла. Çапла пĕчĕккĕн ĕçлесен те 5 çулта пирĕн ялта 150 тĕп йывăç тымар яма пултарать. Çакна та манмалла мар. Кашни çын хăйĕн ĕмĕрĕнче йывăç лартмаллах. Ыйтăва ял тăрăхĕсен вырăна хурса йывăç лартма вăхăт çитсен пĕтĕм актива явăçтармалла. Шыв-шур çуракан вырăнсене хунавсем чиксе тухмалла. Депутат ятне тивĕçни çеç мар, суйлавçăсен умĕнче ĕçе, пултарулăха кăтартмалла.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)