Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăçа _ тивĕçлипе пурнăçласчĕ

21 ноября 2015 г.

 Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйланăранпа вăхăт нумаях иртмерĕ пулин те çак яваплă тивĕçе пĕрремĕш хут кỹлĕн- нисем муниципалитет ĕç-хĕлĕпе майĕпен паллашса пыраççĕ. Эпир те малашне хамăрăн хаçат страницинче çĕнĕрен суйланнă ял пуçлăхĕсене сăмах парăпăр. Паян эсир Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕпе Владимир Ильич Мефодьевпа (сăн ỹкерчĕкре)пуçарнă калаçупа паллашма пултаратăр.

_ Владимир Ильич, чăн малтанах вулаканăмăра Пикшик ял тăрăхĕпе çывăхрах паллаштарăр-ха?

_ Пирĕн поселенинче 6 ял: Хирти Пикшик, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш, Еншик тата Выселка. Кунта виçĕ пине яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 18 çула çитменнисен шучĕ 651 çын. Мĕнпурĕ 1012 хушма хуçалăх. Ял тăрăхĕнче икĕ вĕренỹ учрежденийĕ: Пикшик вăтам шкулĕ тата Еншикри пуçламăш шкул-ача сачĕ. Вĕсенче 217 ача пĕлỹ илет. Ялсенче вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем пурăнни те савăнтарать. 80 çултан иртнĕ ватăсем 137 çын. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн юбилейлă саламне кăçалхи çул сакăр тыл хастарĕ тивĕçрĕ. Ял тăрăхĕнче 4 ял хуçалăх предприятийĕ тата 8 хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçлет.

_ Кашни ял поселенинчех татса памалли ыйтусем чылай. Сирĕн ял тăрăхĕнче те вĕсем çите- лĕклех пулĕ. Сирĕн шутпа ял халăхне чăн малтан мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ-ши?

_ Паллах, ыйтăвĕсем нумай. Çĕрсене регистрацилес ĕçпе районта эпир кайрисен шутĕнче пыратпăр. Чăн пĕрремĕш çакна саккунпа килĕшỹллĕн йĕркелесшĕн. Çĕрсене арендăна парса бюджета тупăш кĕртмелле. Çул-йĕр ыйтăвĕ те пысăк вырăнта тăрать. Тăрăн - Кĕçĕн Арапуç ялĕсене çыхăнтаракан çула хута ямалла. Проектне туса хатĕрленĕ. Аслă çулсенчи ăрăва фельдшер-акушер пунктне çĕнетес ыйту та канăçсăрлантарать. Çамрăксем çурт-йĕр çавăрас, ипотека ыйтăвĕ- семпе килеççĕ. Вĕсене ăнлантарса памалла, май килнĕ таран пулăшмалла. Ял тăрăхĕсене тирпей- илем кĕртесси, урамсенче çутă çукки те çынсене пăшăрхантарать. Саккунпа килĕшỹллĕн ĕçлесе, ял çыннисемпе пĕрле çак ыйтусене май çитнĕ таран татса парасшăн. _

Сирĕн ĕçре халăхпа пĕрле татса памалли ыйтусем те нумай. Ял çыннисемпе çыхăнăва мĕнлерех йĕркелесшĕн?

_ Ытларах ял халăхĕ патне тухса çỹремелле, пысăк ыйтусене пĕрле канашласа татса памалла. Хамăн ĕçре вĕсен шухăшĕсене шута илмелле, тĕпе хумалла. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен пурнăçĕ те малалла кал-кал кайĕ.

_ Владимир Ильич, çамрăк ăрăва мĕн сунас килет сирĕн?

_ Çамрăксен чăн малтан ĕçкĕрен пăрăнмалла. Вăл ырă патне илсе çитерменнине лайăх пĕлетпĕр. Алăра ĕç кирлĕ çыннăн. Ĕçлеме ỹркенмен çын валли вăл тупăнатех. Вара киревсĕр пулăм пирки шухăшлама та, ĕçкĕ-çикĕ валли те вăхăт юлмасть.

_ Эсир хăвăрăн пушă вăхăтăра мĕнлерех ирттерме кăмăллатăр.

_ Пысăк яваплăх шанса панă хыççăн пушă вăхăчĕ тата та сахалланчĕ. Кăшт вăхăт тупăнсанах çемьепе ирттерме тăрăшатăп, кил тĕрешĕнче пĕрле ĕçлетпĕр. Çакă маншăн питĕ пысăк савăнăç.

О. ВЕРЛИКОВА калаçнă.

Кĕскен ял тăрăх пуçлăхĕ çинчен:

Владимир Мефодьев 1967 çулта Еншик ялĕнче çуралнă. Хирти Пикшикри вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен çар хĕсметĕнче хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçланă. Унтан таврăнсан Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ỹнерпе графика факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Виççĕмĕш курс хыççăн Еншикри тулли мар вăтам шкула учитель пулса ĕçлеме вырнаçнă. 5 çул ачасене рисовани, черчени тата труд предме- чĕсене вĕрентнĕ. Каярахпа ялта фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. 1994 çултан пуçласа Именкасси шкулĕнче 8 çул ĕçленĕ. 2006-2008 çулсенче Пикшик ял тăрăхĕнче специалистра тăрăшнă. Паянхи яваплă должноçа йышăниччен Каншелĕнчи шкул директорĕнче тăрăшнă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика