Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ тĕл пулу _ Пикшик ял тăрăхĕнче

14 ноября 2015 г.

Виçĕмкун, ноябрĕн 12-мĕшĕнче, район администарци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ĕçлĕ çул çỹревпе Пикшик ял тăрăхĕнче пулнă. Район ертỹçи вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ял тăрăхĕнчи çулсен пахалăхĕпе, халăха паракан медицина тивĕçтерĕвĕ мĕнлерех шайра пулнипе кăсăкланнă.

Администраци çуртĕнче йĕркеленĕ тĕл пулăва район администраци пуçлăхĕн çумĕсем Мансур Калмыковпа Валерий Осипов, райадминистрацин структура подразделенийĕн, районти тĕп больница тата район полицийĕн ертỹçисем те хутшăннă, граждансен ыйтăвĕсене хуравланă.

Тĕл пулура Р. Селиванов район аталанăвĕпе, малашлăх плансемпе паллаштарнă хыççăн Пикшик ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Владимир Мефодьев поселени умĕнче тăракан плансем пирки чарăнса тăнă. Çак кунсенче районти пĕрремĕш çĕнĕ ял пуçлăхĕпе хатĕрленĕ материалта Пикшик ял тăрăх пурнăçĕ, аталанăвĕ пирки тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика