03 октября 2015 г.
Çулсерен çулталăксене тĕрлĕ ят паратпăр. Ку çул çĕршывра Литература çулталăкĕпе, Чăваш Енре вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн К. Ивановăн çулĕпе палăрса юлать. Пĕлтĕр вара Культура çулталăкĕ пулнăччĕ. Анчах культурăна лайăхлатассишĕн çак тапхăрта мĕн те пулин тунă-ши? Район хаçатĕнче клубсен урай хăмисене çĕнетни, тăррисене юсани пирки çырчĕç-ха. Ĕç çакăнпа пуçланса вĕçленчĕ-ши?
Эпĕ хăй вăхăтĕнче район ша- йĕнче те, ял хуçалăхĕнче те нумай çул ĕçленĕ май, нумай курнă, чылай япалана ас тă ватăп. Çавăнпа та хамăр тăрăхри ырă-йăла йĕркене пĕтернĕшĕн чунăм ыратать. Акă, Патăрье- лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнче М. В. Спинов педагог-ветеран ертсе пыракан вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ пурччĕ. Республика ша- йĕнчи концертсенех хутшăнман пуль, анчах хамăр тăрăхра питĕ палăрнăччĕ. Пысăк уявсенче яланах çак оркестра курма пулатчĕ. Район илемĕччĕ вĕсем! Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă çынсем вилсен юлашки çула ăсатма та çỹретчĕç. Шел пулин те, самана пăтăрмахĕнче çак коллектив саланса кайрĕ.
Оркестр пулни лайăх-и? Лайăх. Инструменчĕсем сыхланса юлнă пулсан ăна çĕнĕрен чĕртме тăрăшмалла. Культурăна ертсе пыракансен, паллах, кадр ыйтăвĕпе ĕçлесе илме тивет ĕнтĕ. Ытти районсенче вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ пур. Эпир вĕсенчен мĕнрен кая?
Районта халăх театрĕ хăйĕн сĕмне çухатрĕ. В.В. Дергунов ертсе пынă вăхăтра (йывăр тăпри çăмăл пултăр) культура çурчĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Спектакльсене ватти-вĕттине явăçтарнă. Халĕ шăплăх хуçаланать. Халăх клубалла уттăр тесен ытларах тăрăшмалла, мĕн тунипе кăна çырлахмалла мар.
Патăрьел районĕ ыттисемпе танлаштарсан палăрмаллах пысăк тата тăпри те пахалăхлăрах, çыннисем те маттуртарах. Пултаруллă, тăрăшуллă ентешсем те пирĕн нумай, вĕсене манас марччĕ, пархатарлă ĕçĕсене малалла тăсасчĕ.
В. СЕЛИВАНОВ, районти АПК союзĕн член
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)