Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çын алли çине Турă сурман

30 сентября 2015 г.

Именкассинче пурăнакан Шарафутдиновсем пирки тĕплĕнрех çырма пуçличчен хаçат вулаканĕсене маларах ашшĕпе _ Шефигулла Хайрулловичпа _ кĕскен кăна паллаштарас килет.Çакăн валли сăлтавĕ те пур.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест

Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ Шефигулла Хайрулловича лайăх пĕлеççĕ. Шкулта виçĕ класс çеç вĕреннĕ пулсан та вăл "Герой" колхозра бригадирта, склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Çĕре питĕ юратнă. Агрономсем те хăш-пĕр ĕçе пурнăçланă чухне унпа канашланă теççĕ. 7-8 çултах тăлăха юлнăскер çăкăр хакне, пурнăç тутине питĕ аван пĕлнĕ. Хуçалăхсем саланма пуçласан, колхозниксен алли вăйĕпе тунă пурлăха салатма тытăнсан, вăл куççульпех йĕнĕ, тет. Чунĕнчи ыратăва кăларас тесех пуль ĕнтĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕнйĕркелỹ _ перестройка _ хыççăн Шефигулла Хайруллович районта фермер ĕçне пĕрремĕш кỹлĕнекеннисенчен пĕри пулнă. Вăрман çывăхĕнчи 7 гектарта купăста, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, çĕр улми лартса ỹстерме пуçланă. Мăшăрĕпе, ачисемпе иртен пуçласа каçчен унта тăрмашнă. 2005 çулта вара çăмăл мар "лава" ывăлĕ туртма пуçланă. Çавăнтанпах Ильсур Шефигулловичпа Фидания Зинетзяновна канлĕх мĕн иккенне пĕлмеççĕ.

Кĕркунне çитнĕрен хĕвел каярах та каярах юлса вăранать. Апла пулин те ирхи 5 сехетрех, чей вĕретсе ĕçичченех, Шарафутдиновсем хăйсен вăйĕпе кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн, пĕлтĕр декабрĕн 29-мĕшĕнче хута янă витене васкаççĕ. Ĕçĕ вара кунта çителĕклех: ĕнесене апат памалла, айĕсене тасатмалла, сумалла... Хăш-пĕр çын ăшă вырăнтан тăриччен тар тăкмалăх пур. Хуçисемпе вĕсене пулăшакансем алăка уçса кĕрсенех лăпкă тăнă ĕнесем хăйсем мĕнле çĕр каçнине пĕлтерес тенĕн унтан та кунтан сас пама пуçлаççĕ. Ятарлă пỹлĕмре тумĕсене улăштарнă хыççăн фермăна килнĕ çынсем ĕçе пикенеççĕ. Кама мĕн тумаллине вĕрентмелле мар _ кашнийĕ хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлет. Пĕри айĕсене тасатать, тепри ĕнесене сума васкать, виççĕмĕшĕ апат валеçет. Кăшт вăхăт иртсенех выльăхсем мăшлатса хăйсен умĕсене хурса панă апата çиме пикенеççĕ. Ĕне çиллине çунă май шыв шăпăртатни, сĕт сăвакан агрегат унталла та кунталла куçса çỹрени илтĕнет. 8 сехет валли вара пурте пушанаççĕ. Кĕтỹçсем ĕнесене уçăлтарма çывăхри хире илсе тухаççĕ. Тимĕр пичкене çур тонна ытла шурă шĕвек тултарнă УАЗ çула тухать. Ильсур Шефигулловичпа Фидания Зинетзяновна каçхи тата ирхи сĕте Патăрьелĕнчи "Батыревское молоко" пĕрлешĕве илсе каяççĕ.

Мăшăр суйланă çул _ тĕрĕс çул

_ Çĕрпе ĕçленĕ чухне тупăшне питех курайманнипе какайпа сутă тума пуçларăмăр. Хăш-пĕр выльăха килте усраса мăнтăрлатма та тиветчĕ. Ĕнесене ирлĕ-каçлă суса сĕтне туянакансене параттăмăр. Юлашки вăхăтра вара аш та питех кайми пулчĕ. Шăп çакăн чухне ĕне тытас шухăш çуралчĕ. Малтанласа 10 ĕне туянтăмăр, каярах 20-е çитертĕмĕр. Йышлă выльăха килте усрама йывăртарах, пăхма пĕтĕм условийĕ пур пулсан та. Мăшăрпа тĕплĕ шухăшланă хыççăн хамăртан инçех мар витене илсе юсас терĕмĕр, _ тет ĕçрен кăшт пушаннă кил хуçи.

Тĕрĕссипе, вите текеннин ячĕ çеç пулнă. Унччен ĕнесем тăнă хуралтăран бетон юпасен каркасĕ çеç тăрса юлнă. Шарафутдиновсем ăна хăйсен вăйĕпе йăлтах çĕнетнĕ: тăррине витнĕ, урайне сарнă... Ачасен пуçватмăш ỹкерчĕкĕ евĕр пайăн-пайăн пухнă. Халь унăн малтанхи сăн-сăпатне юнашар тăракан вите çеç аса илтерет. Иккĕшĕ çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна. Ăшă та çутă, хăтлă, тирпейлĕ фермăра паян 44 ĕне тăрать. Шарафутдиновсен хальхи вăхăтра пурĕ 65 пуç выльăх. Çамрăк пăрусене ки- лĕнче тытаççĕ. Кĕтĕве тата пысăклатма тĕллев лартнă. Çывăх вăхăтра 10-15 пуç ăратлă ĕне туянасшăн.

Выльăх усрас тесен апатне хĕрхенмелле мар, теççĕ. Чĕлхесĕр янаварсене хĕлĕпе тăрантма çимелли çителĕклех кирлĕ. Рацион та чухăн пулмалла мар. Çу кунĕсемпе туллин усă курса 70 тонна утă янтăланă. Вĕсене ферма çывăхне турттарса хунă. Юлашки уяр çанталăкпа усă курса тата 10 тонна хатĕрленĕ. Типĕ курăкпа тăрантнипе çеç сĕт витри тулмасть, çавăнпах ĕнесен умĕнчен хĕлĕн-çăвĕн жом татăлмасть. Ăна кăнтăрлахи апатра та параççĕ.

Фермăна хута ярсан Шарафутдиновсен ĕмĕчĕ тулнăпа пĕрех пулнă, анчах вĕсене тепĕр ыйту пăшăрхантарма пуçланă: выльăхсене валли ялан сутăн апат илсен ĕçленин усси пулать-ши? Çавăнпах ĕнтĕ Çĕньялта 5-6 çул çум курăк çеç саркаланса ỹснĕ 147 гектара арендăна илнĕ. Вĕçĕ-хĕрри курăнман лаптăкри курăка çулса пуçтарнă хыççăн сухалама пуçланă. Икĕ трактор ăмăртмалла тенĕ пек тĕтĕм кăларса касă хыççăн касă хуратаççĕ. Ильсур Шефигуллович малашне кунта тырă тата нумай çул ỹсекен курăк ỹстересшĕн. Ĕмĕтленни çур ĕçе тунипе танах, теççĕ. Шухăшланине пурнăçлама Турă çеç вăй-хăват патăр ĕнтĕ.

_ Кăçал пире патшалăх та питĕ вăйлă пулăшрĕ. Çемье фермисене аталантармалли программăпа 5 млн тенкĕ гранд илме тивĕçрĕмĕр. Шăпах унпа усă курса КамАЗ тата МТЗ маркăллă трактор туянтăмăр. Курăка преслакан агрегат та илесшĕн-ха. Ĕçлеме пуçласан пурте кирлĕ вĕт, _ тет Фидания Зинетзяновна П. Осипов механизатор нумай пулмасть хутшăннă хурçă "утпа" пресланă утта КамАЗ çине тиенине сăнанă май. Вăхăта нумай сая яма çук _ тинтерех пăрланă ĕнесене кăнтăрла сума каймалла пулнăран вăл фермăналла васкарĕ. Хăнăхнă ĕçе вăр-вар пурнăçларĕ те килне кайрĕ. Хĕрарăмăн çуртра та ĕçĕ çителĕклех-çке: апат пĕçермелле, пỹрт-çурта тасатмалла. 90 çулти пăянамăшне те пăхмалла. Вăл хăйех çỹрет пулсан та ватта тимлĕх пĕрех кирлĕ.

Çемьепе чухне ĕç те кал-кал

Сисĕнмесĕрех кун каç енне сулăнчĕ. Шарафутдиновсем татах фермăна кайрĕç. Выльăха вăхăтра çитермелле, сумалла. 10, хăш-пĕр чухне 11 сехет те çитсе каять килне çитнĕ çĕре. Ĕне пăрулама пуçласан çурçĕр те иртме пултарать. Ильсур Шефигуллович халь хăйех пĕрремĕш пулăшусем парать. Витаминсемпе укол тумалла чухне те ют çынсене чĕнсе чăрмантармаççĕ. Пурнăç хăйех пурне те вĕрентет. Лĕпĕрен е ытти чиртен профилактика тумалла чухне Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче тăрăшакансене чĕнсе илеççĕ.

_ Эпир вăй хумасăр пурăнма хăнăхман. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл пирĕн. Пурте ачаллах ĕçе хăнăхнă. Аслисем иккĕшĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă, çемьеллĕ. Виççĕмĕшĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухать. Арçын ача Шупашкарта строительсен техникумĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Канмалли кунсене килсенех тумне улăштарать те фермăна пырать. Выльăх айне тасатмалла е апат памалла _ тытать те тăвать. Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр, теççĕ вĕт. Малалла та тăрăшма, ĕмĕтленнисене пурнăçлама сывлăх çеç пултăрччĕ, _ терĕ тап-таса чăвашла фермер.

Шарафутдиновсем çитес çул фермăн тепĕр пайне те хута яма планланă. Ĕçлекен алли çине Турă сурман, тенĕ ваттисем. Çак каларăш тỹрре тухтăр, Ильсур Шефигулловичпа Фидания Зинетзяновна шухăшĕсем пурнăçланччăр.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика