Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Арапуç чăвашĕ сăмаха çилпе вĕçтермерĕ

22 августа 2015 г.

"Авангард" хаçатăн пĕр номерĕнче эпир Чăваш Енри патшалăх страхлакан "Поддержка" компанин районти уйрăмĕнче агентра вăй хуракан Николай Селивановăн ĕç опычĕпе тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Кун валли сăлтавĕ те пур: çитмĕл пиллĕкре пыракан шурсухал пĕлтĕрхи тăваттăмĕш кварталта пысăк çитĕнỹ тунă _ хăйĕн ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра çичçĕр ĕçчен хушшинче тăваттăмĕш вырăна тухса кĕмĕл призер шутне кĕнĕ. Ун чухне те Кĕçĕн Арапуç чăвашĕ çакăнпа çеç лăпланса ларманнине систерчĕ, Çĕрпỹ, Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенчи ĕçтешĕсенчен иртессине те шантарчĕ.

Çулне кура мар хастар агент сăмаха çилпе вĕçтерменнине вара кĕске вăхăтрах ĕнентĕмĕр. Пирĕн ентеш кăçалхи иккĕмĕш кварталта та асăннă пысăк ушкăнта ял çыннисен пурнăçне, транспорт хатĕрĕсене, çурт-йĕре, хуралтăсене, выльăх-чĕрлĕхе 313 пин тенкĕлĕх страхласа пĕрремĕш вырăн йышăннă, хăйĕн конкуренчĕсене чылай кая хăварнă! Николай Михайловича мухтамалăх пурах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика