05 августа 2015 г.
ХИРТИ Пикшикре ял варринчи пĕвене тунăранпа пилĕк-ултă çул та çитрĕ пулĕ. Кунта тепĕр чухне ачасем те, аксакалсем те вăлтапа пулă тытма çыран хĕррине анса лараççĕ. Чĕмпĕр хулинчен Маннуровсем патне хăнана килнĕ Насиев Тагир та пулă тытмалли ĕç хатĕрĕсене пуçтарнă та кăвак çуттипех кỹлĕ хĕрриннелле утнă. Аякри хăна шыв çинчи ункăсене куçне ывăнтарса нумай та тĕллесе ларайман, унăн çекĕлĕ çине йăмпăл-ямпăлскер, пынă та çакланнă. Пĕчĕкки çеç те витлемен иккен! Туртать-туртать çакскер пулла _ кăлараймасть. Юрать-ха, юнашарах тепĕр пулăç ларнă. Ун пек чухне шăши вăйĕ çеç çителĕксĕр . Çыран хĕррине сĕтĕрсе кăларнă пулла курсан арçынсем тĕлĕнсех кайнă _ чăн-чăн сысна çури! Вăт телей! Тăхăр килограмм таякан пулăран пĕçернĕ шỹрпене вара çемйипе çеç мар, кассипех тутаннă...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)