Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан хамăр сыхлансан аванрах

08 июля 2015 г.

 Вăй питти çын мăшăрлансан çурт лартма, выльăх-чĕрлĕх усрама, çемйине тытса пыма тăрăшать. Ĕмĕр тăршшĕпе пухнă пурлăха сыхласа хăварасси кашнийĕн тивĕçĕ. Республикăра тухакан хаçатсене вуласан, наци радивине итлесен пирĕн районта вут-çулăм кăçал ытларах алхасни паллă. Хальхи вăхăтра чылай ыйтăва хăйхальлĕн ятăмăр. Çавна пулах ĕнтĕ пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ те ĕнтĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче тата кайран та кашни хуçалăхрах пушар сỹнтерекен команда пулнă. Вут-çулăмпа кĕрешмелли хатĕрсене илсе çỹреме лаша тытнă. Ку урхамахпа пур çĕрте те усă курман. Районти пушар инспекцийĕнчен килсен те тỹрех ăна кỹлнипе кỹлменнине тĕрĕслетчĕç. Урапа çинче шыв тултарнă пичке ларнă, пакурсен вăрăмĕшĕсем те тĕрлĕрен пулнă. Ялта кашни каç кас хуралне тухнă. Камăн тухмаллине кăтартакан пĕлтерỹ хăми тăнă. Хурала тухакан çын йĕрке тăрăх колхозри пушарниксене çĕр мĕнле иртни пирки пĕлтернĕ, ирхине вара пĕтĕмлетỹ тунă. Çакна та палăртас килет: вăл вăхăтра ăнланулăх пысăкчĕ.

Кил умĕнче пичкепе шыв ларнă, пакур, витре, пуртă, мунчаларан тунă мелке çакăнса тăнă. Пурне те хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Кĕтмен-çĕртен çулăм алхасма пуçласан пурте хăйсен инвентарĕпе инкеке парăнтарма васканă. Вута алхасма паман. Паян вара районтан пушар машини килессе унталла-кунталла çаврăнса пăхса тăратпăр. Шутласан, курма килнĕ пекех туйăнать. Машина çитсен те ниçтан та шыв илмелли çук. Колхозсем саланнă хыççăн артезиан пуссисем те пĕтрĕç.

Хăй вăхăтĕнче пĕве хĕррине автомашинăпа пыма лаптăк та тунă.

Халăха систерме урамсенче чан çапмалли çакнă. Шел пулин те, хăш-пĕр "хастарсем" вĕсене металлолома пачĕç. Шухăшласа пăхăр-ха: пĕрисем ырă тăвассишĕн тăрăшаççĕ, теприсем укçашăн халăха нуша кăтартаççĕ. Вăрă вăрлать те _ хăварать, пушар вара йăлтах кĕле çавăрать. Çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем те пур. Ялсенче ĕлĕкхи йĕркесене каялла тавăрсан питĕ аванччĕ. Ун чухне инкек-синкек шучĕ те сахалланĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсен те çакна шута хурсан аван пулмалла.

В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика