Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂН-ЧĂН ВОДИТЕЛЬ

27 июня 2015 г.

Пурнăçра такампа та паллашма, тĕл пулма тивет. Хăшĕ-пĕри чĕрере ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăвараççĕ. Хирти Пикшикре пурăнакан Х. Ханзяров пирки сăмах пуçарсанах вăл питĕ лайăх водитель пулнине палăртас килет. Хасяньян Алялетдинович çул çинче яланах питĕ тимлĕччĕ, асăрхануллăччĕ. Вăл инкекрен те пăрăнса иртме май тупатчĕ, нушана кĕрсе ỹкнисене яланах пулăшатчĕ. Автомашинăн кашни агрегачĕ мĕнле ĕçленине чĕрипе туятчĕ.

1979 çулти хăш-пĕр тĕслĕхсемпе вулакансене паллаштарасшăн. Х. Ханзяровпа ГАЗ-51 машинăна Арзамаса юсава илсе кайрăмăр. Анаталла кайнă чухне 60-70 çухрăм хăвăртлăхпа пыратчĕ, анчах теме сиссе майперех кайма пуçларĕ. "Жигули" автомашина иртсе кайрĕ кăна, автопокрышка пире хăваласа 600-700 метр иртсе кайрĕ те сулахай енчи васана кĕрсе ỹкрĕ. Хасьянян Алелетдиновичпа чарăнтăмăр та тухса пăхрăмăр. Пирĕн буксирпа пыракан машинăн малти кустăрми тухса ỹкнĕ иккен. Юрать-ха çав вăхăтра пĕр техника та урăх килмерĕ. Хыçалти пĕр урапана илсе лартрăмăр та çула малалла тăсрăмăр.

Май уйăхĕнче çанталăк питĕ шăрăх тăчĕ. ПМ-130 маркăллă автомашинăпа Патăрьелĕнчен Канаша каятпăр. Пичкере туллиех шыв, 6 тоннăран кая мар. Манăн ăна юхтарса кăларас шухăш та пурччĕ, анчах Хасьянян Алелетдинович килĕшмерĕ. Дубовка ялĕ патне çитсен çынсем чупкаланине куртăмăр. Машина çуннине пĕлнĕ хыççăн водитель тата хăвăртлăха ỹстерчĕ. Çитсенех ĕçе тытăнтăмăр. Çапла майпа ЗиЛа вутра пĕтме памарăмăр. Инкеке лекнисен савăнăç куççулĕсем юхса анчĕç.

Ноябрьте Шупашкара каймалла пулчĕ. Анчах Шăхасан патĕнчи тăвайккинче çул пăрлаклине пула машинăсем урлă-пирлĕ лараççĕ. Хасьянян Алелетдинович вĕсен хушшипе ним пулман пек пырать, çитеспе УАЗ пĕр вырăнтан та хускалайманнине куртăмăр. 2-3 çын хăйне чышаççĕ, усси сахалрах. Иртсе кайма та майĕ çук. Х. Ханзяров пурне те пăрăнма ыйтса сигнал пачĕ, тĕртекенсем ăна ăнланчĕç. Вара вăл машинăна майĕпен тĕртсе пырса хăпартса ячĕ.

А. ЛЕОНТЬЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика