Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял старостинче _ 18 çул!

20 июня 2015 г.

П. Малов Именкассинче çуралса ỹснĕ. Çакăнтах пĕлỹ илнĕ. Вăл вăхăтра çĕршывра вăрçă пынă май пурнăç питĕ йывăр пулнă. Ашшĕ _ Максим Андреевич _ 1941 çулта Аслă Аттелĕх вăрçине тухса кайнă. Мăшăрĕ _ Лисук аппа _ ачисемсĕр пуçне икĕ ватта, карчăкпа старике, пăхса тăнă. Паянхи кун пирĕнпе пĕрле çук пулсан та ăна пĕтĕм ял сума сăвать. Пултаруллă хĕрарăм ĕçре те, килте те тирпейлĕ пулнă.

Максим Андреевич вăрçă пуçланса мĕн çĕнтерỹ кунĕ çитичченех Ленинград блокадинче тăнă. Киле таврăнсан та ăна вăрçă суранĕсем канăç паман. Районти тĕп больницăри П. Надин хирург икĕ хутчен те операци туса сулахай хулпуççипе пĕççинчен вăрçă осколкисене кăларнă. Пĕрне вара Максим Андреевич хăйĕнпе пĕрле ĕмĕрлĕхех ял масарĕ çине илсе кайнă. "Аманса килсен те тăван ял масарĕнче канлĕх тупайнишĕн савăнатăп", _ тесе каласа хăварнă.

Ỹссе çитсен Петр Максимовича Çурçĕр флотне службăна илсе каяççĕ. Кунта вăл 4 çул та 6 уйăх пулнă. Çакăнтах "Орден родительской славы" награда илме пултарнă.

Тăван яла таврăнсан Петр Максимович выльăх тухтăрне вĕреннĕ, ĕçленĕ. Каярахпа строительство ĕçне кỹлĕннĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă. Ачисем пурте аслă пĕлỹ илнĕ, тăван республикăра тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Маловсен çемйи ялта тĕслĕхли шутланать. Петр Максимович тивĕçлĕ канура пулсан та обществăлла ĕçе витĕмлĕ хутшăнать. Халăха ертсе пырать, ăнлантару ĕçне тăвать. 18 çул пĕр улшăнмасăр ял старостин тивĕçĕсене туса пырать. Пикшик ял тăрăхĕнче пĕрремĕш "Хисеплĕ гражданин" ята çĕнсе илчĕ. Вăл ертсе пынипе масара, парка тирпей-илем кĕртессипе, йывăç лартассипе те пысăк ĕç тăваççĕ. Уйрăмах ку енĕпе культура, медицина, ял тăрăхĕнчи ĕçченсем, тивĕçлĕ канăва тухнă В. Паукина, М. Савинова, О. Жолобова, О. Корнилова ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Петр Максимович ватă çынсем тата сывлăхĕ хавшанăскерсем патне Э. Краснова фельдшерицăпа пĕрле çỹрет, вĕсен сывлăхĕпе интересленет. Аслă çултисем çакăншăн питĕ кăмăллă.

В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика