17 июня 2015 г.
Çын çут тĕнчене килсе мĕн курассине тата мĕнле пурăнассине Турă малтанах çырса хурать, теççĕ. Пăхатăн та хăш-пĕр çынсем çине _ вĕсем пурнăçа пĕр шухăшламасăрах ирттерсе яраççĕ, обществăра пулса иртекен йывăр самантсене те çăмăлтарах йышăнаççĕ, кашни ыйтăва хак пама пĕлмеççĕ тата ытти те.
Пирĕн ăрури ватăсем çитмĕл çул тултарса саккăрмĕш теçеткене ваклама пикеннĕскерсем. Эпир пурте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ачасем шутланатпăр. Çавăнпа та пирĕн чĕресенче те вăрçă суранĕн пирчейми йĕрĕ упранать. Пирĕн халăх çак хăрушă çулсенче мĕн кăна курмарĕ, тỹсмерĕ-ши! Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе миçе пин вăйпитти арçын, çемье çавăрса ĕлкĕреймен каччăсемпе хĕрсем вăрçă хирне выртса юлмарĕç-ши!
Çак темăна малалла тăснă май, тыл хастарĕсен паттăрлăхне те асăнмасăр хăвараймăн. Пирĕн аннесемпе кукамайсем шартлама сивĕре çемйине сыхласа хăварас, фронта пулăшас тĕллевпе кунне-çĕрне арпаштарсах ĕçленĕ: вăрмантан вуттине те касса кăларнă, ĕнине те ака-суха ĕçне вĕрентнĕ, салтаксем валли алсиш-нуски хатĕрлеме те вăхăт тупнă.
Пикшик ял тăрăхĕнчен те хаяр вăрçа йышлăн хутшăннă. Вăл шутра "Красное Именево" хуçалăхра ултă çул уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă Хромов Андрей Дмитриевичăн (ỹкерчĕкре сулахайри) шăпи те синкерлĕ çаврăнса тухнă. Вăл Петрозаводскран виççĕр çухрăм айккинче Финлянди çĕрĕнче çапăçнă. Анчах шел, вăрçă пуçланнă çулхинех тан мар çапăçура вăл ĕмĕрлĕхе куçне хупнă.
Андрей Дмитриевич фронтран янă çырăвĕсенче яланах ырă малашлăха, пуласлăха шанса шăрçаланă сăмахсем. Вĕсем çемье архивĕнче паян кунчченех упранаççĕ. Акă вĕсенчен пĕри: "Вăрçă вăраха пымĕ. Эпир çĕнтеретпĕрех. Киле пынă чухне аслă ывăл валли пальто, хĕрсем валли тутăр илсе пыратăпах. Вăрçа кайнисем пурте вилмеççĕ. Маншăн ан пăшăрханăр. Колхозра тăрăшса ĕçлĕр".
В. СЕЛИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)