Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнатăп, мăнаçланатăп хамăн Раççейĕмпе

11 июня 2015 г.

 Н. ТЕЛЬЦОВ, ĕç ветеранĕ, Пăлапуç Пашьел ялĕ:

_ Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче пурăнса пурнăç тути-масине туйма тỹр килчĕ мана. Синкерлĕ вăрçă çулĕсем те аслă ăрури çынсен чĕрисенче пирчейми йĕр хăварчĕç. Кирек мĕнле пулсан та эпĕ хамăн çĕршывăмпа, Раççейĕмпе мăнаçланатăп, унăн гражданинĕ пулнишĕн савăнатăп. Манăн ачамсем, мăнуксемпе вĕсен ачисем те ниçта та мар, хамăр тăван çĕршыврах пурăнни, унăн тĕрекĕшĕн, аталанăвĕшĕн хăйсен вăйне пани те хĕпĕртеттерет. Мĕншĕн тесен паянхи çамрăксем ăçта тата мĕнле ĕçленинчен, пултарулăхĕнчен, çавăн пекех гражданла яваплăхĕнчен пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ килет-çке.

х х х

Э. МОЛОТКОВ, Хирти Пикшикри вăтам шкул учителĕ, ял тăрăх депутачĕ:

_ Ыран патшалăх шайĕнчи пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв _ Раççей кунĕ. Историе аса илес пулсан çакна маларах Раççейре патшалăх пăхăнманлăхĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун тесе паллă тунă. Хамăрăн çĕршывăмăрăн çуралнă кунне Раççей пăхăнманлăх кунĕ тесе уявланине те ас тăватпăр. Манăн çакна çеç калас килет. Паян пирĕн çĕршывăмăр тĕнче умĕнче хăй аслă держава пулнине, тĕрĕс политика тытса пырса халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн, тăнăçлăха упрассишĕн тăрăшнине кăтартса пырать. Раççей вăйлă та, мăнаçлă та, хăватлă çĕршыв пулни пире шанчăклăх кỹрет. Çакна эпир туятпăр та, куратпăр та. Пирĕн çĕршыв Президенчĕ, Республика Пуçлăхĕ тата районти влаç тĕрĕс те кирлĕ политика тытса пынăранах пирĕн хуласем çеç мар, ялсем те хитреленеççĕ, капăрланаççĕ. Паянхи пурнăçпа савăнмалăх пур.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика