06 июня 2015 г.
Паян эпир туслă та çирĕп çемье çинчен сăмах пуçарасшăн. Çемье вăл общество никĕсĕ-çке. Вăл мĕн чухлĕ çирĕпрех, никĕсĕ те çавăн чухлĕ шанчăклăрах. Çак кунсенче Еншикри Урмаковсем патне уяв саламĕсем йышлă килеççĕ. Таисия Петровнапа Николай Федорович (ỹкерчĕкре) çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнине паллă тăваççĕ. Телейлĕ мăшăр. Пурнăçа нимĕн чухлĕ те ỹпкелемеççĕ. Пĕр-пĕринпе юратса та килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, икĕ чĕре пĕр кĕвĕллĕн тапать. Паянхи кун та çемьере тăнăçлăх, ăнланулăх, килĕшỹлĕх хуçаланаççĕ. Ял-йышра та ырă ятлă, чыс-хисеплĕ .
"Кайăк вĕçме,
çын телей курма çуралать", _ теççĕ.
Çакна вырăссен паллă çыравçи Н. Лесков каланă. Урмаковсен те телейĕ шăл çĕмĕрсех кĕрсе пынă. Ỹркенменлĕхе, тăрăшуллă ĕçе пула пурнăç çулĕ вĕсен уçăлсах пынă.
Тăххăрмĕш теçеткисене вакланăскерсем иккĕшĕ те çичĕ класс вĕреннĕ. Вăл вăхăтра çакăншăн та тĕлĕнмелле пулнă. Урана çăпата сырнăскерсене, çие пиртен çĕленĕ тумтир тăхăннăскерсене хырăм выççи ĕçе явăçма хистенĕ.
_ 14 çулта чухне аннесĕр тăрса юлтăмăр. Тăватă пĕртăванччĕ. Йывăрлăхран хăраман ĕнтĕ. Ĕне усраттăмăрччĕ. Атте тепре авланчĕ. Унăн мăшăрĕ пире сумран кăлармарĕ. Пурне те çемьелентерчĕ, _ аса илет Таиç аппа.
Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсем никамшăн та çăмăл пулман. Чăтнă, тỹснĕ. Хĕрачасем аслисемпе пĕрле çум çумланă, тырă вырнă, кĕлте çыхнă, кантăр тылланă... Иртен пуçласа çăлтăрсем тухиччен уйра ĕçленĕ пулсан та каçхи вăййа сиктермен. Çакăнта паллашнă та ĕнтĕ Таиç пулас мăшăрĕпе. 1955 çулта Урмаковсем çемье çавăрнă.
Коля тетен вара техника еннелле чунĕ туртнă. Вăл "хурçă утпа" ĕçлеме "кỹлĕннĕ". 70 çула çитиччен колхозра трактористра тăрăшнă: сухаланă, ака тунă, вăрман турттарнă...
_ Паян та трактор çинчен анмасть вăл. Вăр-варскере, никам та хăйĕн çулне памасть. Пахча сухалать, утă, вутă турттарать,_ теççĕ ун пирки ялта. Техники кирек хăçан та шанчăклă. Унта-кунта çỹреме çăмăл автомашини те пур. Хăй пурнăçĕнче пиллĕкмĕш вăл. Малтанхине 1968 çулта илнĕччĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннăран вĕсене çĕнетме те, çĕнĕ йышшисене туянма та вăй-хал çитерет çемье.
Халăх хушшинче пулнăран хевтеллĕ Урмаковсем. Николай Федоровича 14 çул ял старостине суйларĕç. Мĕн чухлĕ татса памалли ыйту сиксе тухать. Урамсене, кассене тирпейлеме явăçтарасси, масара йĕркеллĕ тытса тăрасси, çуллахи шăрăхра килсенчи пысăк савăтсене шывпа тултарттарасси, ирĕкре çỹрекен йыт-качкасене кăкарттарасси тата ытти те. Пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Пурне те халăх ăнланулăхĕпе, администраци пулăшăвĕпе пурнăçламалла.
Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Ăрăва малалла тăсакансем те ĕçре пиçĕхнĕскерсем. Николай Федоровичпа Таисия Петровна 4 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Асли _ Александр _ шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурса майора çитнĕ. Федя та çавах. 22 çул ГАИ ĕçченĕ пулнă. Хĕрĕ агронома вĕреннĕскерччĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Виталийпе Николай техникăна кăмăлланă, водитель пулса тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ.
9 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук Урмаковсен. Камран тĕслĕх илмелли пур ăрăва малалла тăсакансен. Николай Федорович мĕнле чыса кăна тивĕç пулман-ши! Ял хуçалăх министерствин грамотисем те пур унăн. 1968 çулта ăна "Республикăри чи лайăх механизатор" ята панă. Сăнне Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Унăн хастарлăхне "Республикăри чи лайăх общественник" ят та çирĕплетет. Староста ĕçĕнче те сахал мар ырă ята тивĕçнĕ вăл тата ытти те.
60 çул пĕрле пурăнасси уй-урлă каçасси мар. Пурнăçра тĕрлĕрен пулнă пуль. Çавах мăшăр пĕр-пĕрне ăнланнă. Çавна пула паян та вăр-вар та вашават вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, вĕлле хурчĕ усраççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)